Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Константин Косачев _ пирĕн районта

 

ШĂМАТ КУН, июнĕн 17-мĕшĕнче, Шăмăршă районĕнче Раççей Патшалăх Думин Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ, "Единая Россия" политика партийĕн Генеральнăй Канашĕн президиумĕн секретарĕн çумĕ К.И.Косачев ĕçлĕ çул çỹревпе пулнă. Константин Иосифович Обществăлла тивĕçтерỹ центрне, Шăмăршăри моделлĕ библиотекăна, Матвеевсен çемйине, ипподрома, Хайпăлари лаша фермине çитсе курнă. Ипподромра К.И.Косачев нумай-нумай ăмăртусен çĕнтерỹçи _ Хорезм рысак çине ларса ярăннă. Хайпăлари фермăра "Советский тяжеловоз" лаша ăратне ĕрчетес ĕç мĕнле пынипе интересленнĕ. Константин Иосифович Шăмăршă районĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пысăк хак панă. Депутатпа пĕрле район пуçлăхĕ В.П.Фадеев çỹренĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 июня 2007
00:00
Поделиться