Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Колосок" _ республикăри "Сăран мечĕк" турнир çĕнтерỹçи

 

ИЮНĔН 8-мĕшĕнче Çĕрпỹре республикăри "Сăран мечĕк" футбол турнирĕн финалти вăййисем иртнĕ. Унта С.А.Хафизовпа М.Ю.Яковлев тренерсем ертсе пыракан Шăмăршăри "Колосок" команда та хутшăннă. "Колосок", зонăри, чĕрĕк финалти тата çурма финалти вăйăсенче çĕнтерсе, финала тухнă. Татăклă вăйăра шăмăршăсем Элĕкри "Заря" командăпа тĕл пулнă, çивĕч кĕрешỹре 2:0 шутпа çĕнтернĕ. Мечĕксене Анатолий Хафизовпа Дмитрий Смирнов тапса кĕртнĕ. "Колосока" Кубокпа, медальпе тата Грамотăсемпе наградăланă. Саламлатпăр, "Колосок"!

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 июня 2007
00:00
Поделиться