Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хисеплеççĕ ăна ял-йышра

 

АНАТ Чаткас ялĕнчи чи ватă çынсенчен пĕри, колхоз ĕçĕн ветеранĕ Ольга Яковлевна Самсонова 90 çул тултарчĕ. Улька аппа Тăван çĕршыв наградине _ "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче хастар ĕçленĕшĕн" медале _ арчинче паян та упрать-ха. Арçынсем фронта тухса кайсан, ялти мĕнпур ĕçе хĕрарăмсемпе ачасем тата ватă çынсем пурнăçланă. Ун чух мĕн чуль йывăрлăхпа асап тỹснине аса илсен Улька аппан куçĕсем шывланаççĕ. Выçлăх, чир-чĕр, шартлама сивĕ... Çапах та йывăрлăхсене парăнман хастар чăваш хĕрарăмĕ, мĕн вăй çитнĕ таран Çĕнтерĕве çывхартма тăрăшнă. Унпа пĕрле медаль илме тивĕçнисене _ Вера Петровна Баранована, Анастасия Александровна Викторована, Христиния Яковлевна Викторована, Евдокия Ивановна Волкована, Марфа Николаевна Воробьевана, Евдокия Федоровна Гусевана, Клавдия Андреевна Ильинана, Анна Александровна Лошкинана, Мария Максимовна Морозована, Ольга Тимофеевнапа Анна Михайловна Фадеевасене, ытти ĕçченсене Улька аппа ырăпа кăна аса илет. Вăрçă хыççăн та çăмăл пулман. О.Я.Самсонова уй-хир бригадинче чунтан тăрăшса ĕçленĕ, ĕç минимумне çулленех ирттерсе тултарнă. Хастарлăхне шута илсе, Ольга Яковлевнана "Восход" колхоз правленийĕ Хисеп грамотипе наградăланă. Мăшăрĕпе пилĕк ача çуратса ỹстернĕ, вĕсенчен икĕ ывăлĕпе пĕр хĕрĕ халĕ пурăнаççĕ. Хĕрне _ тăван ялта çеç мар, районта та малта пыракан свинаркăна Нина Николаевна Ухорскаяна _ кăçалхи Акатуйра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕç. Çавăн пекех Нина Николаевна Шăмăршă район администрацийĕн Хисеп грамотине те тивĕçрĕ. Тепĕр пысăк чыс _ Нина Николаевнана Акатуй ялавне çĕклеме шанни. Ватă амăшĕшĕн ку _ çав тери пысăк савăнăç. Улька аппа ытти ачисемшĕн те савăнать, вĕсем çĕнĕ çурт-йĕр çавăрнăшăн, тăванĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннăшăн хĕпĕртет. О.Я.Самсонован вун тăватă мăнук, мăнукĕсен те тăватă ачи пур. Эппин, Самсоновсен йăхĕ çирĕп-ха, чăн-чăн çĕр ĕçченĕсен ăрăвĕ малалла хунать. Пĕр мăнукĕ _ Миша _ паян "Восход" кооператива ертсе пырать, çамрăк пулин те ял-йышра хисеплĕ. 90 çул тултарнă ятпа Ольга Яковлевна Самсонована пĕтĕм ял-йыш, çывăх çыннисемпе тăванĕсем чун-чĕререн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр суннаççĕ. Хисеп те чыс сана, чăваш хĕрарăмĕ, Эс пурри пире савăнтарать! 100 çул тултарнине те çапла пĕрле паллă тăвасчĕ-ха, Улька аппа!

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 июня 2007
00:00
Поделиться