Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хаçат 1987 çулта мĕн çырнă?

 

Нỹрĕк нумай пулĕ

 

 "ЗА КОММУНИЗМ" колхоз ĕçченĕсем кăçал тĕштырăсене кашни гектартан 23-шер центнертан кая мар пухса кĕртме обязательство йышăнчĕç. Çакна пурнăçлас тĕллевпе халĕ механизаторсем уйра нỹрĕк хатĕрлесе хăварма йышăнчĕç. Малтанхи кунсенчех А.Яшкин снегопахпа 50-60 гектар юр тытрĕ.

 

Н.МАЛЕЕВ. (Январĕн 1-мĕшĕ.)

 

Халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерсе

 

МЕХАНИЗАЦИЛЕНĔ вăрман хуçалăхĕн коллективĕ халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшать. Иртнĕ çул кунта 165 пỹрт пури, 150 мунча пури, 16 сад пỹрчĕ, 150 кубометр решетке хатĕрленĕ, 167 пусă пури тунă. Çурт лартакансене кăçал та пысăк пулăшу пама пăхнă.

 

Ф.ЮМАНОВ. (Январĕн 22-мĕшĕ.)

 

Вăтăр пуспа... кавир

 

 ВАСАНТА пурăнакан Г.Лукьянов кашни уйăхрах укçапа япала вылявĕн лотерея билечĕсене туянать. Апрель уйăхĕнчи выляв вара уншăн телейлĕ пулчĕ: Геннадий Николаевич вăтăр пус тăракан билетпа 266 тенкĕлĕх кавир выляса илчĕ.

 

Г.СЕМЕНОВ. (Майăн 1-мĕшĕ.)

 

Мир фондне

 

 "ЛЕНИНСКАЯ ИСКРА" колхоз ĕçченĕсем çĕршывăн Мир фондне укçа-тенкĕ сахал мар хываççĕ. Акă, çак кунсенче çеç-ха пĕрремĕш комплексла бригада бригадирĕ С.Х.Алтынбаев мире тĕреклетме 100 тенкĕ хыврĕ. _ Çĕр çинчи лăпкă пурнăçа сыхласа хăварасси пиртен пурсăмăртан та килет. Çавăнпа та эпĕ оборона хăватне тĕреклетес ĕçе хамăн пĕчĕк пая хывма шутларăм, _ тет С.Алтынбаев бригадир.

 

М.АХМЕРОВ. (Июнĕн 18-мĕшĕ.)

 

Усăллă ĕç тăвать

 

ШĂМĂРШĂРА пурăнакан Е.Спиридонова чылай çул ĕнтĕ тивĕçлĕ канура. Апла пулин те ăна час-часах вăрманта, улăхра, хирте курма пулать. Эмел курăкĕсем пуçтарать вăл. Иртнĕ çулта районти аптекăна вуншар килограмм паха чĕртавар панăччĕ. Çак пархатарлă ĕçе ватă çын шкул ачисене те явăçтарать.

 

Н.ДЕКАЕВА. (Августăн 13-мĕшĕ.)

 

Плана пурнăçларăмăр

 

"ПРАВДА" колхоз ĕçченĕсем Тăван çĕршыва сĕт сутмалли кăçалхи плана срокчен тултарчĕç. Государствăна вунпĕр уйăхра 7972 центнер сĕт сутнă. Ферма ĕçченĕсем халĕ 1988 çул шучĕпе продукци ăсатаççĕ.

 

В.ЕГОРОВ. (Декабрĕн 3-мĕшĕ.)

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 июня 2007
00:00
Поделиться