Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

АСРАН КАЙМИ ХАКЛĂ ТĂВАН

 

 "Ыр Çын вилет - ят юлать", - тенĕ халăх. Василий Туктаклович Мулендеев пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа 5 çул çитет. Василий Туктакловича паллакан çынсем çак çулсенче нумай аса илчĕç пуль ăна. Çынсемшĕн вĕрентекен те, пахчаçă та, "банкир" та (нумай çынна кивçен укçа парса пулăшнă), парти ĕçченĕ те, аслă тете те пулнă вăл. Василий Туктаклович Мулендеев, манăн аттен тетĕшĕ, 1934 çулхи сентябрь уйăхĕнче Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă. Пĕчĕк Ваçилин ачалăхĕ вăрçă çулĕсенче иртнĕ. Пысăккисемпе пĕрлех вăрçăн йывăрлăхĕсем ачасем çине те тиеннĕ ун чух. Вĕренес ĕмĕчĕ пысăк пулнипе ашшĕпе амăшĕ ăна Патăрьелне, педучилищĕне вĕренме яраççĕ. Кĕçĕн классене вĕрентекенĕ кăна мар, аслăраххисене те вĕрентес килет Василий Туктакловичăн. Нумаях та вăхăт иртмест - Шупашкарти пединститутран биологипе хими вĕрентекенĕн дипломне илсе таврăнать Шăмăршă тăрăхне. Улмаллăра, Никишинăра, Анат Чаткасра вăй хурать вĕрентекен. Ялта парторгра ĕçлет пĕр вăхăт. Анчах ачасем патнех, шкулах туртать Василий Туктакловича.Ялти шкулта тĕрлĕ çулсенче биологи, хими, географи, черчени, рисовани, ĕç урокĕсене ертсе пыма тытăнать, шкул директорĕнче те ĕçлет Мулендеев. "Утса çỹрекен энциклопеди" тетчĕç ун пирки Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕнче вĕрентекенсем тĕрлĕ ыйту сиксе тухсан. Тем те пĕлетчĕ, тем те ас тăватчĕ Василий Туктаклович. Пурнăç таппипе тан утма ăс çитеретчĕ вăл. Тĕрлĕ енлĕ аталаннă çынччĕ. Çулĕсемпе çамрăках мар пулсан та пĕчĕк бизнес енĕпе те малтисенчен пĕриччĕ: çынсене помидорпа купăста калчисене ỹстерсе паратчĕ, килти пахчара тăрăшма юрататчĕ. Пахча ĕçĕсенче кỹршĕ-аршăсем паян кун та аса илеççĕ унăн канашĕсене. "Пирĕн тăрăхра хăяр-помидора июнĕн 10-мĕшĕнчен ир лартмалла мар, сивĕсем килме пултараççĕ-ха",- тетчĕ пахчаçă. Пахчаçă кăна мар, ăста платникчĕ тете. Вăл ăсталанă сĕтел, тенкел, шкапсем тăванĕсен килĕсенче халĕ те пур. Шанчăклăччĕ вăл пирĕншĕн, шăллĕсемшĕн ашшĕ вырăнĕнчехчĕ Ваçили тете. "Тăван тăварпа пиçĕхнĕ, - тетчĕ вăл. - Пĕрлех пурăнмалла пирĕн". Çак сăмахсем пурнăçа кĕччĕр тесе ĕмĕрĕпех тăрăшрĕ вăл. "Темиçе аслă шкулта та экзамен тытаять тăрăшакан çын, анчах та пурнăç экзаменне пурте тытаймаççĕ, тăвансемпе тату пурăнма ăс кирлĕ, нимĕнле кĕнекере те çук вăл", - тетчĕ аслă тете. Нумай ыйтса пĕлмеллисем, вĕренмеллисем пурччĕ санран, тете. Питĕ ир уйрăлса кайрăн пулсан та эпир сана яланах асра тытатпăр. Виçпỹрт Шăмăршă масарĕ çинче пулнă чух эпĕ кашнинчех В.Т.Мулендеев вил тăприйĕ патне пыратăп, пуçăма таятăп. Лăпкăн çывăр, Ваçили тете, эс лартнă сад пахчи кăçал та шап-шурă чечекреччĕ. Эппин тутлă пан улми те тутанăпăр, сана аса илĕпĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 июня 2007
00:00
Поделиться