Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Асанкасси _ Пашьел" çул хута кайнă

 

ЧĂВАШ Республикин Президенчĕн "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем" программине ĕçе кĕртсе, çак кунсенче "Асанкасси _ Пашьел" çула асфальт сарассине вĕçленĕ. Пурĕ 2,5 километр тăршшĕ çул çине асфальт сарнă. Çул тунă çĕрте В.Погашов мастер, В.Кудряшов бригадир, В.Краснов автогрейдерист, А.Старый, В.Кисамеев, А.Ларионов тата ытти ĕçченсем пысăк вăй хунине палăртмалла. Хальхи вăхăтра çул тăвакансем Пуянкассинче тата Хĕрлĕ Васанта ĕçлеççĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 июня 2007
00:00
Поделиться