Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Александр Кондрашкин: "Пурнăçăм хамăр районпа çыхăннă"

 

Районта пурăнакансем А.Н.Кондрашкина лайăх пĕлеççĕ. Нумаях пулмасть çеç-ха вăл 60 çул тултарчĕ. Александр Николаевичпа пирĕн корреспондент тĕл пулса калаçрĕ. - Александр Николаевич, хăвăр пурнăçăрăн çулĕпе кĕскен те пулин паллаштараймăр-ши? _ 1947 çулта Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралнă, ялти шкулта 8 класс, Шăмăршă шкулĕнче 11 класс пĕтернĕ. Унтан 2 çул та ултă уйăх салтакра пултăм, ракета çарĕсенче службăра тăтăм. Тăван яла аслă сержант пакунĕсемпе таврăнтăм. Канашри финанс техникумĕнчен вĕренсе тухрăм. _ Эсир нумай хушă районти Госстрах уйрăмĕнче ĕçленине те лайăх астăватăп-ха... _ Çапла, малтан инспекторта, унтан 19 çул Госстрах уйрăмĕн начальникĕнче вăй хутăм. Хисеп грамотисем, республикăран тав тунисем пур. Апла пулсан, япăх ĕçлемен пуль. 9 çул КБО (йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинат) коллективне ертсе пытăм. Шăмăршă ял администрацийĕнче ĕçленĕ çулсем те асран тухмĕç. Район центрĕ тирпейлĕ те илемлĕ пултăрччĕ тесе сахал мар тăрăшнă. _ Александр Николаевич, эсир вăтăр çула яхăн Шăмăршăри арçынсен халăх хорĕнче юрлатăр. Ывăнтармасть-и? _ Юрлама юрататăп. Арçынсен хорĕ мана хăй патне магнит пек туртать. Хорпа пĕрле ăçта-ăçта çитмен-ши? Халăх пире юратса йышăнни савăнтарать. _ Пенсие тухрăр пулсан та, ĕçлеме пăрахман-ха Эсир, "Строитель" ОООра склад заведующийĕнче тăрăшатăр... _ Ватăлас килмест. Ĕмĕр тăршшĕпех халăх хушшинче пулма хăнăхнă та, килте ларма пултараймастăп. Ĕçлесчĕ-ха, юрăпа та туслă пуласчĕ. Сывлăх çеç пултăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
20 июня 2007
00:00
Поделиться