Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

МИЛИЦИН ШЫРАВ ИНСПЕКТОРĔ

 

ПАТĂРЬЕЛ районĕнчи Пăлаçи Тăрăн ялĕнче çуралса ỹснĕ Николай Рубцов 1993 çулхи июньте çар службинчен таврăнсан ăçта ĕçе вырнаçмалла-ши тесе нумай пуç ватман _ тỹрех районти шалти ĕçсен пайнелле çул тытнă. Ĕнерхи салтак часах милиционер формине тăхăннă, милицин Шăмăршăри тĕрĕслев постĕнче инспектор должноçĕнче ĕçлеме пуçланă. Çулран-çул тăрăшуллăн ĕçлесе пынă милици сержанчĕ. Мал ĕмĕтлĕ çамрăк заочнăй майпа РФ Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалне вĕренме кĕнĕ. 6 çултан ăна ăнăçлă пĕтерсе юрист дипломне илнĕ. 2001 çултанпа Н.М.Рубцов ГИБДД уйрăмĕн шырав инспекторĕнче вăй хурать. Вăрласа кайнă автотранспорт хатĕрĕсене шыраса тупас, вĕсене хуçисене тавăрса парас тĕлĕшпе милици офицерĕ нумай ĕçлет, пĕрлех милицин тĕрĕслев постĕнчи службине те çỹрет. Хăйсен çухалнă автомашинине тупса панăшăн тĕрлĕ регионсенчи пурăнакансем тата хамăр республика çыннисем Николай Михайловича чĕререн тав тунă тĕслĕхсем нумай. Хăйĕн тивĕçне яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынă май, аслă пĕлỹллĕ милици аслă лейтенантне виççĕмĕш тата иккĕмĕш степеньлĕ "Службăра палăрнăшăн" медальсемпе наградăланă. Кунсăр пуçне ăна районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ нумай хутчен тав тунă, премисем парса чысланă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 июня 2007
00:00
Поделиться