Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кунĕн-çĕрĕн сывлăх хуралĕнче

 

ШĂМĂРШĂРИ вăтам шкулта вĕренекен тĕксĕм çỹçлĕ, сенкер куçлă хĕр ача районти тĕп больницăра ĕçлекен амăшĕ патне час-часах килсе çỹренĕ. Шурă халатпа çỹрекен врачсемпе медсестрасем уншăн асамлă çынсем пекех туйăннă. Юр пек шурă халат чун тасалăхĕн символĕ вырăнĕнче пулнă. "Эх, ỹссен манăн та врач пуласчĕ, чирлĕ çынсене сыватасчĕ..." - шутланă пĕррехинче вĕренỹ отличници. _ Анне, эпĕ врач пулатăп! - больница пỹлĕмне кĕрсенех пĕлтернĕ 10 класра вĕренекен Ирина Смирнова. _ Паян класс руководителĕ пирĕнпе вăтам шкул пĕтерсен ăçта вĕренме каясси пирки калаçу ирттерчĕ. Аттестат илсен хам Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме каясси пирки каларăм эпĕ. Учительница манăн шухăша ырларĕ. _ Врач профессийĕ _ чи сумлисенчен пĕри, - тенĕ Валентина Дмитриевна. _ Чирлĕ çынсене сиплесси пархатарлă, çав вăхăтрах питĕ ответлă ĕç. Хăш специальноçа суйласа илесси пирки паянах Геннадий Христофорович Беляев врачпа канашласа пăхăпăр. _ Ирина, сана эпĕ университетра педиатри уйрăмне вĕренме кĕме сĕнетĕп, - тенĕ районти опытлă врач. _ Сана пĕчĕкренех пĕлетĕп. Эсĕ _ лăпкă та тимлĕ тата ăнкаруллă хĕр. Ача-пăча врачĕнче ĕçлеме шăпах сан пек çынсем кирлĕ. Вĕренсе диплом илсен эсĕ лайăх врач пуласса çирĕп ĕненетĕп эпĕ. 1987 çулта Шăмăршăри вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтерсен Ирина Смирнова Шупашакарти университетри пысăк конкурс витĕр тухса медицина факультечĕн студентки пулса тăнă. Педиатри уйрăмĕнчи хĕрỹ вĕренỹ çулĕсем сисĕнмесĕрех хыçа юлнă. 1993 çулта мал ĕмĕтлĕ Шăмăршă хĕрĕ ача-пăча врачĕн дипломне илнĕ. Кун хыççăн интернатурăра врач ăсталăхне туптанă. 1994 çул пуçламăшĕнче И.А.Смирнована тăван района ĕçлеме янă. Врач-педиатр должноçĕ пулманнине кура Ирина Анатольевна малтанах районти тĕп больницăри васкавлă пулăшу уйрăмĕн врачĕнче вăй хунă. 1998 çулта вара тăрăшуллă медицина работникне районти врач-педиатр должноçĕнче ĕçлеме çирĕплетнĕ. Çак должноçра И.А.Смирнова паянхи кунчченех пултаруллăн ĕçлесе пырать. Паллах, çак ĕç пысăк яваплăхпа çыхăннă. Районти ялсенче прививкăпа профилактика мероприятийĕсене, ачасен медицина тĕрĕслевĕсене графикпа килĕшỹллĕн йĕркелесси, тупса палăртнă чирлĕ ачасене шута илсе вăхăтра сиплессине тимлĕхре тытасси, призывниксен тата инвалид-ачасен сывлăхне пăхса-тĕрĕслесе тăрасси, тивĕçлисене çăмăллăхлă майпа эмелсем илме документсем çырса парасси, ялсенчи фельдшер пункчĕсен ачасен сывлăхĕпе çыхăннă ĕçе, тĕп больницăри ача-пăча консультацийĕн уйрăмĕн ĕç-хĕлне ертсе пырасси тата ытти те Ирина Анатольевнăн тивĕçĕ пулса тăрать. Хăйĕн тивĕçне врач-педиатр яланах тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшать. И.А.Смирнован ĕç кунĕ ача-пăча консультацийĕн уйрăмĕнче пуçланать. Кунта вăл чирлĕ ачасене йышăнать, сывлăхĕсене тĕрĕсленĕ хыççăн килти условисенче сывалма сиплев курсне çырса парать. Йывăртарах чирлисене тĕп больницăри ача-пăча уйрăмĕнче е Шупашкарти больницăра сиплес тĕлĕшпе мерăсем йышăнать. Районти врач-педиатр тивĕçне таса чунпа пурнăçланисĕр пуçне, Ирина Анатольевна ырă кăмăлпа, илемлĕ чунпа палăрса тăрать. Вăл пуринпе те яланах ăшшăн калаçать, май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Çавна май ăна медицина ĕçченĕсен пысăк коллективĕнче те, районти ялсенче те хисеплеççĕ. Ирина Анатольевна _ ача амăшĕ. Мăшăрĕпе _ Сергей Геннадьевичпа _ пĕр ывăл ỹстерет. И.А.Смирнова нумаях пулмасть республикăри врач-педиатрсен конкурсĕнче ăмăртрĕ. Унта жюри членĕсем ача-пăча врачĕсен юлашки 3 çулти ĕç результачĕсене тишкерсе тухса тивĕçлĕ хак панă. Кунсăр пуçне конкурсантсем ачасен сиплевĕпе çыхăннă кăткăс теорилле ыйтусем çине те хуравланă. Конкурс кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен республикăри хуласемпе районсенчи врач-педиатрсем хушшинче Ирина Анатольевна пĕрремĕш вырăн йышăнни, "Республикăри чи лайăх врач-педиатр" хисеплĕ ята çĕнсе илни палăрнă. Пысăк хисепе тивĕçнĕ ятпа И.А.Смирнована пĕтĕм чун-чĕререн саламлатпăр, ĕçре малашне те ăнăçу сунатпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 июня 2007
00:00
Поделиться