Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хаçат 1986 çулта мĕн çырнă?

 

 Хисеплĕ ят панă "ВОЛГА" колхоз правленийĕ, партипе профсоюз комитечĕ- сем ял ĕçченĕсем 1985 çулта социализмла ăмăртса ĕçленин итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, çĕнтерỹçĕсене палăртнă. Ĕçре уйрăмах палăрнă 53 çынна "Коммунизмла ĕç ударникĕ" хисеплĕ ят пама йышăннă. Çав шутра 16 выльăх-чĕрлĕх пăхаканпа 11 механизатор. Колхозниксен пĕрлехи пухăвĕнче ĕçре мала тухнисене чыс-хисеп тăваççĕ.

 

Н.ИЛЬИЧЕВ. (Январĕн 4-мĕшĕ).

 

Ватăлмасть ветеран

 

ПУЯНКАССИНЧЕ пурăнакан О.Андреева çамрăклах вăрçа хутшăннă, çапăçусенче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн правительство наградисене илме тивĕçлĕ пулнă. Фронтран таврăнсан мĕн пенсие тухичченех тăван "Правда" колхозра ĕçленĕ Ольга Тихоновна. Халĕ те хисеплĕ ветеран килте ахаль лармасть, вăй çитнĕ таран колхоз ĕçне хутшăнать.

 

В.НИКОЛАЕВ. (Мартăн 8-мĕшĕ).

 

Ялсем тăрăх _ юрăпа ÇАК КУНСЕНЧЕ пирĕн районта Чăваш АССР тава тивĕçлĕ культура работникĕ В.Чекушкин пулчĕ. Вăл "Ленинская искра" колхозпа "Шемуршинский" совхоз ĕçченĕсемпе тĕл пулчĕ, "Юрă _ халăх чунĕ" темăпа лекци вуларĕ. Пирĕн район çыннисем В.Чекушкин лайăх юрăç пулнине те пĕлеççĕ. Халĕ те вăл ял ĕçченĕсене илемлĕ чăваш халăх юррисемпе савăнтарса хăварчĕ.

В.МИРОНОВ. (Мартăн 27-мĕшĕ).

 

Пĕр кунхи ĕç укçине СССР Государство банкĕн Чăваш Республикинчи Кантурĕн 904-мĕш номерлĕ счечĕ çине _ Чернобыль аварине пула инкеке лекнĕ çынсене пулăшмалли фонда пирĕн районти ĕççыннисем те укçа сахал мар хываççĕ. Акă, МПМК коллективĕ паян, шăматкун, районти стройкăсенче ĕçлеме йышăннă. Строительсем çак кун ĕçлесе илнĕ укçана инкек тỹснисене пулăшнă çĕре куçарма пулчĕç.

 

Н.ЛОГУНОВА. (Майăн 24-мĕшĕ).

 

Оптика мастерскойĕ ĕçлет

 

РАЙОНТИ ĕççыннисем халиччен куçлăх туяннă е юсаттарнă чухне пысăк йывăрлăхсем тỹсетчĕç. Çакна шута илсе кăçал пирĕн районта та оптика мастерскойĕ уçăлчĕ. Вăл районти тĕп больницăра, унччен "Васкавлă пулăшу" уйрăмĕ вырнаçнă пỹлĕмре ĕçлет.

 

Н.ДЕКАЕВА. (Августăн 26-мĕшĕ).


"Шăмăршă хыпарĕ"
16 июня 2007
00:00
Поделиться