Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ачасемшĕн тăрăшса

 

Карапай Шăмăршăри ачасен туберкулез чирне хирĕç кĕрешекен "Елочка" санатори _ республика пĕлтерĕшлĕ учреждени. Çулсеренех унта тĕрлĕ районсенчен килнĕ тăватçĕре яхăн ача сипленет, вĕсенчен 95,4 проценчĕ çак чиртен пĕтĕмпех сывалать. Халĕ те кунти палатăсем пушă мар _ шурă халатлă çынсем тăхăр вунă ытла ачан сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. 85 çын ĕçлет коллективра. Вĕсенчен 35-ĕшĕ _ медработниксем, вăтам медицина ĕçченĕсем _ 17 тата 15 санитарка. Калас пулать: вĕсем пурте хăйсен ĕçĕнчи чăн-чăн ăстасем, кунта сипленекен ачасемшĕн чунĕсене те пама хатĕр темелле. Туслă коллектива чылайранпа ĕнтĕ Н.Поликарпов ăнăçлă ертсе пырать. Туберкулез _ хăрушă чир, уйрăмах _ ачасемшĕн: енчен те вăхăтра сипленмесен, вăл вăраха кайма, кайран çыннăн ĕмĕрне чылай кĕскетме пултарать. "Елочкăра" вара чирлĕ ачасемшĕн пур условисем те çителĕклĕ: сывалнипе пĕрлех, вĕсем шкул программине те пĕтĕмпех вĕренеççĕ. Маларах каларăмăр ĕнтĕ: кунти ачасен сывлăхĕ шурă халатлă çынсен аллинче. Медицина ĕçченĕсен кунĕ ячĕпе йĕркеленĕ савăнăçлă уявра санаторин тĕп врачĕ Н.Ларионова лаборанта, А.Тенишева сестра-хозяйкăна, О.Столярова палата сестрине ырăпа çеç асăнчĕ, вĕсене пурне те санатори администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Çакнашкал наградăсенех К.Кусаинова, С.Столярова педагогсем, Н.Поликарпова воспитатель, складсен заведующийĕ В.Тимофеев, Ю.Сидоров газооператор, тасатакан сооруженисен операторĕ А.Михайлов та тивĕçрĕç. Ачасем сывалччăр, лайăх условисенче пурăнччĕр тесе вĕсем те сахал мар тар тăкаççĕ. И.Трофимова санитарка, физиотерапи сестри О.Макарова, И.Алексеева бухгалтер, Н.Петьков пушар хуралçи, И.Сергеева уборщица, О.Михайлова кĕпе-йĕм çăвакан машинистка, С.Сихайлов рабочи-юсавçă та тав сăмахĕсене тивĕçрĕç. Савăнăçлă пухăва хутшăннисем Н.Иванова палата сестрине ЧР Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотипе наградăланине, Н.Михайлов юсавçă-рабочие асăннă министерствăн Тав хучĕпе чысланине те тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Асра юлмалла, интереслĕ иртрĕ санаторири медицина ĕçченĕсен уявĕ. Унта пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Обаськин, Н.Поликарпов тĕп врач, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Денисов ăшшăн саламларĕç. Торжествелла пай хыççăн, яланхи пекех, уяв концерчĕ пуçланчĕ. Санатори ĕçченĕсемпе кунта сипленекен ачасене хальхинче Республикăри çамрăксен патшалăх артисчĕсем спектакльсенчи, юмахсенчи сыпăксемпе паллаштарчĕç, юрăсемпе савăнтарчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
16 июня 2007
00:00
Поделиться