Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

УТĂ ÇУЛАÇÇĔ

 

"Восход" ял хуçалăх кооперативĕ çурхи ака-суха ĕçĕсене лайăх ирттерчĕ. Районтан килнĕ комисси калчасене пысăк хак пачĕ. 100 гектар çинчи хура тул та аван шăтса тухнă. Хуçалăхра выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç те пуçланчĕ. Нумай çул ỹсекен курăксем кунта 300 гектар йышăнаççĕ. В.Воробьев механизатор люцернăна комбайнпа çулать. Хастар механизатора кăçалхи Акатуйра район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысланă. _ Ешĕл масса аванах пуçтарăнать, - тет кооперативăн çамрăк руководителĕ М.Самсонов. _ Утă çулассине кĕске вăхăтрах вĕçлесчĕ тесе тăрăшатпăр. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç районти ытти хуçалăхсенче те пуçланчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 июня 2007
00:00
Поделиться