Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Тирпейлĕхпе савăнтарччăр урамсем

 

ЭНТĔРЬЕЛĔНЧЕ пурăннă май, Шăмăршăри ĕç вырăнне тăтăшах Хырла юханшывĕн хĕрринчи çулпа çỹретĕп. Шăмăршăри Западная тата 55 лет Победы урамсем хушшинче юлашки çулсенче çĕнĕ паççулккă ỹссе ларчĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Илемлĕ çуртсем куçа илĕртеççĕ. Питĕ шел, ку таврашра килĕшỹсĕр ỹкерчĕксене те курма пулать. Хăш-пĕр урамсенче пурăнакансем кил-çуртри тĕрлĕ тасамарлăха - кĕленче ванчăкĕсене, пушă бутылкăсене, пластик савăтсене, шифер катăкĕсене, консерв банкисене тата ытти ăпăр-тапăра пĕчĕк урапа çине тиеççĕ те... урам вĕçне кая-кая тăкаççĕ. Халĕ, курăк ỹснĕ май, тĕрлĕ ăпăр-тапăр куçа питех курăнмасть. Анчах та выльăх валли курăк татма кайсан вара инкек курма та пулать. Çỹхе тапочки е калуш кĕленче ванчăкĕнчен хỹтĕлесе хăвараймасть _ вăл урана самаях суранлама пултарать. Кун пирки мĕншĕн шутламаççĕ-ха хăш-пĕр граждансем? Кунсăр пуçне çыран хĕрринчи çерем çинче выльăх-чĕрлĕх те йышлă çỹрет. Вĕсем те кĕленче ванчăкĕ çине кĕрсе каяс, урисене суранлас хăрушлăх пысăк. Кĕленче бутылкăсене вара ачасем ватса çỹренĕ тĕслĕхсене те асăрханă. Çак ванчăксем те çынсене тата выльăх-чĕрлĕхе суранлама пултараççĕ. Хăш-пĕр граждансемшĕн пулсан, тĕрлĕ ăпăр-тапăр килти хуçалăхран тасалса пултăр, кайранхи пирки пĕрре те аса илмеççĕ. Хамăр пурăнакан урамсем те, вĕсен таврашĕсем те тирпейлĕ пулччăр, вĕсем хăйсен тасалăхĕпе чуна савăнтарса тăччăр. Паллах, кил умĕсем те тирпейлĕ курăнччăр. Тăван тавралăх илемĕ пиртен кашнийĕнченех килет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 июня 2007
00:00
Поделиться