Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Республикăри чемпионатра _ иккĕмĕш

 

ЧĂВАШ Республикин Шалти ĕçсен министерствин çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ çăмăл атлетика чемпионатĕнче Шăмăршă районĕнчи шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем лайăх результатсемпе палăрнă. Пайри оперативлă дежурнăй В.И.Дмитриев майор 3000 метрлă дистанцие 9 минут та 41 çеккунтра чупса тухса, 40-45 çулти сотрудниксем хушшинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Вячеслав Ивановича судьясен коллегийĕ кĕмĕл медаль тата иккĕмĕш степеньлĕ Диплом парса чысланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 июня 2007
00:00
Поделиться