Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ХРОНИКА РФ

 

Генеральнăй прокурорĕн 2007 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнчи приказĕпе килĕшỹллĕн, Шăмăршă районĕн прокурорĕ пулма Ильфак Гарефетдинович МИФТАХУТДИНОВА çирĕплетнĕ. И.Г.Мифтахутдинов 1976 çулта Комсомольски районĕнчи Урмаел ялĕнче çуралнă. 1993 çулта ялти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх университечĕн юридици факультетне вĕренме кĕнĕ. 1998 çулта юрист дипломне илсен ЧР Президенчĕн Администрацийĕн право управленийĕнче, Канашри районсем хушшинчи прокуратурăра, ЧР Прокуратура аппаратĕнче, Шупашкарти Мускав районĕнчи прокурорăн аслă помощникĕнче, Комсомольски районĕнчи прокурор заместителĕнче ĕçленĕ. Пĕрремĕш класлă юрист. Авланнă, мăшăрĕпе ывăл ỹстерет.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 июня 2007
00:00
Поделиться