Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

АКАТУЙ _ ХРЕСЧЕН УЯВĔ, савăнтарчĕ халăха...

 

Акатуй! Вăрман янрарĕ, Илĕртет ун кĕреки. Ĕçчене паян чыслар-и _ Лайăх иртрĕ çур аки. Уй-хирте калча çĕкленнĕ, Тырă хỹхĕм çитĕнет. Ай, юрлар-и, ай, савнар-и _ Акатуй пире чĕнет... Ир-ирех янăрать Шăмăршă вăрманĕ, репродукторти уява йыхравлакан сăвă сăмахĕсем кайăксен хитре юррипе пĕрлешсе каяççĕ. Сакăр сехет çитичченех вăрманта суту-илỹ ярмăркки пуçланчĕ, тарават та çепĕç чĕлхеллĕ сутăçсем çĕр-çĕр тавар сĕнеççĕ. Ипподромра та суту-илỹ палатисем вырнаçтарнă, тутлă шашлăк шăрши сăмсана кăтăклать. Ăçтан-ăçтан пуçтарăнман-ши Шăмăршă Акатуйĕн хăнисем? Хамăр районти кашни ялтан, кỹршĕллĕ Тутарстанпа Ульяновск облаçĕнчен... Чун-чĕрене çĕклентерсе юрă-кĕвĕ янăрать, хавас кăмăллă çынсем Акатуй пуçланасса тỹсĕмсĕррĕн кĕтеççĕ. Ĕçри лайăх кăтартусемпе кĕтсе илчĕç Шăмăршă районĕн çыннисем Акатуя. Уй-хирте хỹхĕм тырпул çитĕнет, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ỹсĕмсем пур. Районта Чăваш Республикин Президенчĕн "Ĕçмелли таса шыв", "Чăваш Республикин автомобиль çулĕсене тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем" программисем, "АПК аталанăвĕ", "Пурăнмалли çурт-йĕр", "Сывлăх", "Вĕрентỹ" наци проекчĕсем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Тăрăшса ĕçлесен, хамăрăн ĕç кăтартăвĕсем сулмаклă пулсан савăнма та кăмăллă вĕт-ха. Акатуйăн сумлă хăнисем хушшинче районти паллă механизаторсене _ "Искра", "Восход", "Исток", "Нива" хуçалăхсенчи В.Скворцова, В.Буранова, А.Ильина, А.Кадеева куратпăр. В.Скворцов çур акине 538 гектар, В.Буранов 450 гектар тырă акнă. Районти комисси вĕсем ĕçленĕ хирсене "пиллĕк" паллăпа хакларĕ. Акă, тутарла шăкăл-шăкăл калаçса капăр тумланнă тепĕр ушкăн килет. Çыннисем лайăх паллаканнисем: "Мир" ЗАО водителĕ И.Ахметовпа çак хуçалăх скотникĕ Р.Азьмуханов тата "Луч" ЗАО тракторисчĕ М.Тизяков. _ Салам! Исенмесес! _ сывлăх сунатпăр тутар туссене. _ Салам! -йăл! кулса чăвашла тап-таса хуравларĕç Палтиелсем.

УЯВА "Тăван Шăмăрш Ен" ятлă музыкăпа хореографи композицийĕ уçрĕ. Тупата, Шупашкар артисчĕсем аякра тăччĕр пирĕн юрăçсемпе ташăçăсем çумĕнчен! Ахальтен каламаççĕ пуль Шăмăршă тăрăхĕ талантсен çĕршывĕ тесе. Акатуй уçăлни çинчен пĕлтерсен Раççей Патшалăх Гимнĕпе Чăваш Республикин Гимнĕ мăнаçлăн янăрарĕç. Уяв ялавне çĕклеме районти хисеплĕ çынсем _ çур аки паттăрĕ, "Искра" кооператив тракторисчĕ В.Скворцов, "Восход" кооператив свинарки Н.Ухорская, Васанти Культура çурчĕн заведующийĕ А.Смаева, Тĕнче тата СССР чемпионĕ, Пăчăрлă Пашьел шкулĕнчи физкультура учителĕ Н.Чамеев тивĕç пулчĕç. Акатуй халăхне, район ĕçченĕсене Шăмăршă районĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев хĕрỹллĕн саламларĕ, кăçал пурнăçланă ĕçсем тата умра тăракан задачăсем çинчен каларĕ. Район хăйĕн 80 çулхи юбилейне ĕçри çитĕнỹсемпе кĕтсе илнинче кашни çыннăн тỹпи пуррине палăртрĕ. Хаклă хăна _ Чăваш Республикин Президент Администрацийĕн пуçлăхĕ Э.А.Аблякимов шăмăршăсене Н.В.Федоров Президентăн саламне вуласа панине Акатуй халăхĕ тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Энвер Азизович Акатуя пушă алăпа килмен: çул-йĕр тăвассине вĕçлеме района 498 миллион тенкĕлĕх, Шăмăршăри больницăна реконструкцилеме 39,8 миллион тенкĕлĕх, Спорт керменĕ тума 66 миллион тенкĕлĕх, вĕрентỹ ĕçне лайăхлатма 4,2 миллион тенкĕлĕх, çамрăк çемьесем валли пурăнмалли çурт-йĕр туянма 13,5 миллион тенкĕлĕх, коммуналлă объектсем тума 132 миллион тенкĕлĕх сертификатсем пачĕ. _ Чунтан тăрăшса ĕçлекенсене пулăшас килсех тăрать, - терĕ Э.А.Аблякимов. Хаклă хăна çамрăк çемьесене çурт-йĕр туянма патшалăх субсиди уйăрнине çирĕплетекен свидетельствăсем пачĕ. Шăмăршăсене çавăн пекех РФ Патшалăх Думин депутачĕн К.И.Косачевăн пулăшуçи А.В.Разумов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ О.Ю.Зайцева, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.П.Дмитриев, Шупашкарти строительство техникумĕн директорĕ П.В.Мишкин, Шупашкарти Заволжски территори районĕн начальникĕ О.В.Бирюков, Раççей Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн представителĕ Т.А.Орлова уяв ячĕпе чĕререн саламларĕç. Шăмăршă районĕнчи ĕç çыннисем ячĕпе "Единая Россия" партин Чăваш регион уйрăмĕн политсовечĕ те саламлă телеграмма янă, пурне те çирĕп сывлăх, телей суннă. Акатуй малалла тăсăлать, ялсенчен килнĕ илемлĕ пултарулăх коллективĕсем пысăк концерт лартса пачĕç. Пĕрне ырласа теприне хурлас килмест _ пурте маттур эсир, тăван района чапа кăларакан артистсем! Çапах та чи пĕчĕккисене _ Васан халăх музейĕ çумĕнчи "Мерчен" ансамбле, Шăмăршăри Ачасен пултарулăх çурчĕ çумĕнчи "Фламинго" ансамбле, Палтиелĕнчи вăтам шкулти ташă ушкăнне асăнмасăр хăвараймăпăр. Аккомпаниаторсен _ В.Харитоновăн, А.Андроновăн, Н.Медведеван, Ю.Бакинăн, С.Никишинан пултарулăхĕ пысăк пулни те концерт чапне çĕклерĕ.

 КОНЦЕРТ пынă хушăра район çыннисем тĕп сцена çывăхĕнчи Шăмăршă районĕн юбилейне халалланă анлă фотовыставкăпа та паллашрĕç. 2004 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путинпа Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Шăмăршă районне килсе пирĕн тăрăхри çынсемпе ăшшăн калаçнине, вĕсемпе ĕçлĕ тĕл пулусем йĕркеленине, райадминистраци пуçлăхĕ Валерий Фадеев вĕсене ĕç коллективĕсемпе паллаштарнине, районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕ пирки каласа панине тата ыттине сăнлакан пысăк форматлă тĕслĕ фотоỹкерчĕксене Акатуя килнисем кăмăллăн пăхса тухрĕç. Çавăн пекех районти социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне кăтартакан фотокуравпа та кăсăклансах паллашрĕç район çыннисем.

ЮНАШАРАХ Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн художество уйрăмĕнче вĕренекенсен ỹкерчĕкĕсен анлă выставкине йĕркелени те çынсене савăнтарчĕ. Хамăрăн пурнăçри тĕрлĕ пулăмсене ача куçĕпе пăхса сăнлакан ỹкерчĕксем чунра чи ăшă туйăмсем хăварчĕç. Вĕренекенсен декораципе прикладной искусство япалисем те _ хитре тĕрĕсем, çыхса тунă тĕрлĕ салфеткăсем, керамикăпа пусма мозаикисем, çемçе пуканесем кашнинех илĕртрĕç. Кунтах ярмăркка шăхличĕсене те сутрĕç. Шăмăршăри, Анат Чаткасри, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулсенчи тата Виçпỹрт Шăмăршăри тĕп шкулти ачасен декораципе прикладной искусство япалисем те курава илем кỹчĕç.

СПОРТА юратакансем вара хăйсем килĕштерекен спорт ăмăртăвĕсем иртекен вырăнсене васкарĕç. Дартс вăййисем иртекен площадкăран халăх татăлмарĕ. Ачасем тата çамрăксем пĕчĕк çĕмренсене пĕрин хыççăн тепри мишенелле вирхĕнтерчĕç, нумайрах очкосем пухса çĕнтерỹçĕ ятне илессишĕн ăмăртрĕç. 93 очко пухса, Анат Чаткасри Владимир Капралов чи сумлă приза çĕнсе илчĕ. Тутарстанри кỹршĕллĕ районти Хурăнвар Шăхаль çамрăкĕ Александр Хлюкин иккĕмĕш, Палтиелĕнчи Наиль Айзатуллов виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.

КИРЕ СПОРЧĔН ăмăртăвĕ те интереслĕ иртрĕ. 32-шер килограмлă кире пуканĕсене икĕ алăпа пĕр харăс 15 хут çĕклесе, Шăмăршăри спорт ветеранĕ Владимир Шуряков пĕрремĕш вырăна тухрĕ. Вăл, 60 урлă каçнăскер, хăйĕнче вăй-хал вĕресе тăнине çирĕплетрĕ, çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Районти милици сотрудникĕ Ильгизер Бахитов иккĕмĕш, Елчĕк районĕнчи Д,Адюков виççĕмĕш пулчĕç.

АРМСПОРТ вăййинче _ алă вăйне виçес тĕлĕшпе йĕркеленĕ ăмăртура Тутарстанри Çĕпрел районĕнчен килнĕ хăнасем _ Василий Козловпа Сергей Ятманов, Игорь Ярофеев пĕрремĕшпе иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. КАНАШ паççулккин çамрăкĕсем вара вăрăм шалçа тăрăх пуринчен те çỹллĕрех хăпарас енĕпе пысăк ăсталăх кăтартрĕç. Иван Егоров шашлăк пĕçермелли хатĕр, Иван Викторов стена çине çакмалли сехет çĕнсе илчĕç. Çĕпрел районĕнчи Шланкка çыннине Фарид Айзатова виççĕмĕш приз пачĕç. АКАТУЙ илемĕ _ кĕрешỹ. Çак интереслĕ ăмăртăва курма халăх кашнийĕнчех нумай пухăнать. Кăçал та халăх йышлă килчĕ. Тĕрлĕ виçе категорийĕнчи спортсменсем кĕрешỹ спортне питĕ илемлĕн кăтартса пачĕç, хăйсенче иксĕлми вăй-хал тапса тăнине çирĕплетрĕç. Арена çине чи малтанах 28 килограмм таранчченхи виçеллĕ арçын ачасем тухрĕç. Вĕсем ăмăртура вăр-вар та çаврăнăçуллă пулчĕç. Артем Егоров (Шăмăршă) пуринчен те вăйлăрах пулни палăрчĕ. Ытти виçе категорийĕсенче Ульяновск облаçĕнчи Аслă Нагаткинри Михаил Белозеров (35 килограмм), Алексей Петров (42 килограмм), Кивĕ Чукалти Александр Укин (50 килограмм), Евгений Карзанов (58 килограмм), Александр Малеев (67 килограмм) çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç.

АБСОЛЮТНĂЙ кĕрешỹре _ така çĕнсе илессишĕн пынă ăмăртура 10 спортсмен вăй виçрĕ. Юлашкинчен финалта Кивĕ Чукалти Александр Малеевпа Патирекри Дмитрий Григорьев виççĕмĕш вырăншăн кĕрешрĕç. Ку ăмăртура Дмитрий Григорьев вăйлăрах пулни курăнчĕ. Кивĕ Чукал çамрăкĕсем _ Петр Карзановпа Евгений Укин пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсемшĕн тупăшрĕç. Лев Карзанов тренер ертсе пыракан секцире хăйсен кĕрешỹ ăсталăхне туптакан спортсменсем кĕрешỹ спортне питĕ хитрен кăтартса пачĕç. Вĕсенче кĕрешỹ ăсталăхĕ тата вăй-хал пĕр евĕрлĕрех пулни палăрчĕ. Анчах та, нумайрах балсем пухса Евгений Укин Акатуй чемпионĕ пулса тăчĕ. Судьясен коллегийĕ ăна пысăк така парса чысларĕ. Петр Карзанов та сумлă приз илчĕ.

ВОЛЕЙБОЛ вăййисем те хĕрỹ тупăшура иртрĕç. Ултă команда Акатуй парнисене çĕнсе илессишĕн вылярĕç. Финалта Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн команди шăмăршăсенчен выляса илсе чемпион ятне çĕнсе илчĕ. Виççĕмĕш вырăнта _ "Карлинская" ЗАО команди. Йăлана кĕнĕ тăрăх юлашки çулсенче Совет Союзĕн 5, 10 км тата çурма марафонра сакăр хут чемпион тата тĕнче чемпионĕ пулнă, Кивĕ Чукалта çуралса ỹснĕ Николай Чамеевăн парнисене çĕнсе илессишĕн çăмăл атлетика енĕпе ăмăрту иртрĕ. Кĕçĕн ушкăнри хĕрсенчен пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Пăчăрлă Пашьелĕнчи О.Уськинăпа А.Тимошкина йышăнчĕç. Виççĕмĕш финиша Пуянкассинчи М.Богатнова çитрĕ. Каччăсенчен малтисен шутĕнче В.Смаев (Васан), Г.Ларионов (Карапай Шăмăршă), В.Кадеев (Пăчăрлă Пашьел) пулчĕç. Аслă ушкăнрисем хушшинче çĕнетрỹçĕ _ А.Ишмуллин (Пăчăрлă Пашьел). Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче _ А.Антонов (Пăчăрлă Пашьел), В.Дмитриев (районти шалти ĕçсен пайĕ).

 АКАТУЙ илемĕ _ лашасен ăмăртăвĕ. Кăçал та çивĕч кĕрешỹре иртрĕ вăл. Чи малтанах ĕç лашисем тупăшрĕç. Виçшер çынран тăракан çемье командисем лашасене тăварса çĕнĕрен кỹлчĕç, унтан лавсем вăхăтпа чупрĕç. 9 командăран пĕрремĕш вырăна Çĕпрел районĕнчи Куршанкă Шăхалĕнчи Харитоновсен çемьи йышăнчĕ. Иккĕмĕш вырăнта _ Кахăрлă Шăхалĕнчи Юмановсем, Куршанкă Шăхалĕнчи Семеновсем _ виççĕмĕш. Юртăпа чупакан лашасен ăмăртăвĕ сакăр тапхăрпа иртрĕ, кашнийĕнчех икшер урхамах старта тухрĕ. Ку тупăшура Акатуй чемпионĕн ятне Н.Концов (Шăмăршă) тытса пыракан Салават урхамах тивĕçрĕ. Патăрьелĕнчи А.Каргинăн Палачĕпе Канашри П.Агафоновăн Лансĕ _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш. Юланутçăсем те тĕп парнене çĕнсе илессишĕн çивĕч кĕрешрĕç. Ку ăмăртура та Куршанкă Шăхалĕнчи Н.Харитонов çĕнетрчĕ: унăн Çилçунат урхамахĕ старта пуринчен те маларах вирхĕнсе çитрĕ. Анат Чаткасри Н.Тихоновăн Тюльпанĕпе Кивĕ Шăмăршăри Г.Ельцовăн лаши унран кăшт çеç каярах юлса иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
13 июня 2007
00:00
Поделиться