Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хаçат 1984 çулта мĕн çырнă?

 

Пирĕн тĕллевсем

 

1984 ÇУЛТА кашни гектартан 27 центнер тырă, 180 центнер çĕр улми пуçтарса кĕртме, патшалăха 13500 центнер тырă, 16500 центнер çĕр улми сутма социализмла обязательство йышăнтăмăр. Кăçал 2 километр тăршшĕ асфальт çул сармалла, Патирекре кирпĕчрен 50 вырăнлă ача сачĕ, 75 вырăнлă амбулатори туса хута ямалла. Çавăн пекех çĕнĕ ĕне вити туса лартатпăр.

 

М.АЛЕЕВ, "Ленинская искра" колхоз председателĕ. (Январĕн 1-мĕшĕ.)

 

 Мир фондне

 

"ВОСХОД" колхоз ĕçченĕсем Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсем ядерлă вăрçа хатĕрленнине татăклăн сивлеççĕ. Хуçалăхра хăйсем ĕçлесе илнĕ укçа-тенке Мир фондне хывакансем йышлă. Çак кунсенче çеç-ха Р.Хуснутдинов, М.Ухваркин, Г.Туктаров, А.Афанасьев, В.Корчагин тата ытти колхозниксем Мир фондне 50-20 тенкĕ таран укçа хыврĕç. Январь уйăхĕнче кăна хуçалăхран Мир фондне 1807 тенкĕ укçа куçарнă.

 

М.ИЛЬИЧЕВА. (Февралĕн 2-мĕшĕ.)

 

17 кашкăр тытнă

 

ИРТНĔ çул Шăмăршă районĕнче пурĕ 17 кашкăр тытнă. Кашкăрсемпе кĕрешес енĕпе пирĕн район республикăра иккĕмĕш вырăн йышăнать. П.Бельцов, А.Кондратьев, Е.Ветохин сунарçăсене ырăпа асăнмалла. Анчах та çакна та каласа хăвармалла: районта кашкăрсен хисепĕ çава-çавах нумай-ха.

 

В.КОЧКОМАЗОВ, районти охотовед. (Апрелĕн 3-мĕшĕ.)

 

Вĕсем асфальт сараççĕ

 

 ШĂМĂРШĂ _ Вырăс Чукал çул çинче ĕç шавĕ вĕресе тăрать. Кунта татти-сыпписĕр автомашинăсем килсех тăраççĕ. Пĕрисем хăйăр тиенĕ, теприсем - вак чул, виççĕмĕшĕсем _ асфальт. Çул тунă çĕрте Патăрьелĕнчи ДПМК бригадипе ПДУн Шăмăршăри прораб участокĕ ĕçлеççĕ. _ Энтĕрьелпе Асанкасси хушшинчи çул çине пирĕн 900 метр асфальт сармаллаччĕ, эпир 820 метр сартăмăр ĕнтĕ, _ тет ДПМКри А.Улбутов бригадир.

 

 А.БАРАЕВ. (Июнĕн 5-мĕшĕ.)

 

Киевра пулса курчĕç

 

НУМАЯХ пулмасть райпромкомбинатри ĕçре малта пыракансен пĕр ушкăнĕ турист путевкисемпе Киевра пулса курчĕ, унти паллă вырăнсемпе паллашрĕ. Путевкăсене профсоюз комитечĕ тỹлевсĕрех пачĕ.

 

Л.УДОЧКИНА, профсоюз комитечĕн председателĕ. (Июнĕн 14-мĕшĕ.)

 

Çулталăк планне _ срокчен

 

 РАЙОН декабрĕн 2-мĕшĕнче патшалăха сĕт хатĕрлесе памалли 1984 çулхи плана тултарчĕ. Планпа 6620 тонна сĕт сутмалла пулсан, 6640 тонна ăсатнă. Çулталăк вĕçлениччен хуçалăхсем тата 3500 центнертан кая мар сĕт сутма палăртаççĕ.

 

Р.КАЛАКОВ. (Декабрĕн 4-мĕшĕ.)

 

 

 

 

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
06 июня 2007
00:00
Поделиться