Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ветеран сăмахĕ витĕмлĕ

 

ТĂРĂШУЛЛĂ та пултаруллă çынсем хăй вăхăтĕнче вăй-халсене шеллемесĕр тата канăçа пĕлмесĕр ĕçленĕ. Анчах та хĕрỹ ĕçре сисĕнмесĕрех çул хыççăн çул хыçа юлать _ ватăлнă май, çын пенсие тухать. Малтанхи çулсенче пенсионер хăйĕн унчченхи ĕç коллективĕнче тăтăш пулма тăрăшать. Вăл çамрăксене паха сĕнỹсемпе, ырă канашсемпе пулăшать. Ветеран хăйĕн унчченхи авторитечĕпе ырă витĕм кỹрсе, тĕл пулусенче калаçусем йĕркелесе çамрăксене тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе хастар хутшăнать. Питĕ шел, çулсем иртнĕ май, çакнашкал тĕлпулусем сайраланса пыраççĕ. Хăй вăхăтĕнче пысăк та яваплă должноçсенче ĕçленĕ çынсемех канлĕхе туйса, В.Румянцевăн "Такан" юптарăвĕнчи евĕр "тутăхма" пуçлаççĕ (çак юптарура такан чылай çул лаша уринче çỹресе пĕтĕмпех ывăнса çитни, пĕррехинче чула хыттăн лексе, вăл çул айккине сирпĕнсе юлни, çакăншăн такан питĕ савăнни, кайран вара тутăхса çĕрни пирки сăмах пырать). Çак юптарури лаша _ пурнăç, такан _ çынсем. Лаша яланах малалла утнă-чупнă май, такан пĕр вĕçĕм çĕнĕ евĕр курăнать. Пирĕн те, ветерансен, уйрăмах педагог-пенсионерсен, пурнăç таппинчен юлас марччĕ, унчченхи ĕç коллективĕсенче тăтăшрах пулса, ырă витĕм кỹресчĕ, воспитани темипе çамрăксем тата ачасем умне тухса калаçасчĕ. Çакнашкал ĕçĕн усси пурах _ кăна эпĕ хамранах пĕлетĕп. Паллах, вăхăт иртнĕ май, ĕç коллективĕсенче руководительсем те, вĕсенче вăй хуракан ытти ĕçченсем те улшăнаççĕ. Анчах та чылай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе коллективран тивĕçлĕ канăва кайнă ветерансем çинчен манас марччĕ, вĕсене паллă уявсенче тĕл пулăва йыхравласчĕ, килĕсене открытка ярса саламласчĕ. Хăйне манманни тата тимлĕхре тытни пенсионера чунтанах савăнтарать, тĕрлĕ йывăрлăхсене, чир-чĕрсене çĕнтерсе пурăнма хавхалантарать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 июня 2007
00:00
Поделиться