Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Телеконкурс дипломанчĕсем

 

 НУМАЯХ пулмасть Канаш хулинче çамрăк музыкантсен республикăри фестиваль-конкурсĕ иртнĕ. Унта Шăмăршăри искусство шкулĕнчи музыка уйрăмĕнчи С.И.Никишина преподавателĕн класĕнчи Ольга Лысова аккордеонпа ăста каласа вăтам ушкăнри ачасем хушшинче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнĕ. "Инструмент-соло" номинацире палăрнă хĕр ачана жюри Диплом тата приз парса хисепленĕ. К.В.Кузьмина преподаватель ертсе пыракан солистсен класĕнчи Татьяна Давыдовапа Екатерина Муромцева вара майăн 19-мĕшĕнче Чăваш телевиденийĕ йĕркеленĕ чăваш ача-пăча юррисен "Мехел" конкурсне хутшăннă. Республика телеконкурсĕнче Татьяна Давыдова "Йăмăкăм" юрра ăста шăрантарса аслă ушкăнри хĕрсемпе яшсем хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă. Екатерина Муромцева вара çак ушкăнрах иккĕмĕш вырăн йышăннă. Пултаруллă солисткăсене жюри Дипломсемпе тата призсемпе чысланă. Вĕсем юрланине телевиденипе те кăтартнă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 июня 2007
00:00
Поделиться