Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Сĕт сутаççĕ _ укçа ăваççĕ

 

АРЛĂ-АРĂМЛĂ Хамидулловсем _ Мин- залтдинпа Рамиле _ чăннипех те шăпчăк ыйхиллĕ çав. Ирпе пилĕк сехетрех вĕсем икĕ автомашинăпа ял тăрăх сĕт туянма тухаççĕ. Тепĕр урамра Ф.Азизов сĕт пуçтарать. Патирекре вара çак ĕçе Н.Авксентьев предприниматель пурнăçлать. Палтиел ял поселенине кĕрекен икĕ ялта халăхран ытлашши сĕте туяннă çĕрте тăваттăн ĕçлеççĕ. Н.Авксентьев ку тĕлĕшпе потребительсен кооперативне йĕркеленĕ, Хамидулловсемпе Азизов та документсем хатĕрлессине вĕçлесе пыраççĕ. _ Ял çыннисем выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ, - тет ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.Ахмеров. _ Палтиелĕнче сăвакан ĕнесен йышĕ 487, Патирекре _ 166. Килĕрен сĕт сутаççĕ, кунне 15-20 литр сутакансем те чылай. Икшер-виçшер ĕне усракансем самаях пысăк укçа ĕçлесе илеççĕ. Вырăс Чукалĕпе Çĕнĕ Чукалта пурăнакансем те килти хуçалăхĕсенче икçĕре яхăн ĕне усраççĕ. Кунта арлă-арăмлă Можаевсем сĕт пуçтараççĕ. С.Шепейкин, Н.Лукиянов тата ыттисем куллен 15-20 литр сĕт сутаççĕ. Карапай Шăмăршăри В.Новохатский "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕпе çăмăллăхлă кредит илнĕ. Василий халăхран сĕт пуçтарма тата продукцие ĕçе кĕртме "Статус" кооператив йĕркелесшĕн. Документсене Комсомольскине, районсем хушшинчи налук инспекцине леçсе панă ĕнтĕ. Ялта сĕт пуçтарас тĕлĕшпе А.Степанов та ĕçлет, куллен 700 литра яхăн туянать. Икшер ĕне тытакансем кашни кунах 80-100 тенкĕлĕх сĕт сутаççĕ. Уйăх тăршшĕпе аванах укçа пуçтарăнать. Ял çыннисем сĕт сутса тунă укçапа тĕслĕ телевизор, холодильник, ытти хаклă япала туянаççĕ. Карапай Шăмăршăпа Çĕнĕ Тăрăнта ирсерен сакăр кĕтỹ тухать. Ĕнесен йышĕ _ 300 пуçа яхăн. Ĕне выльăх усрани тупăшлă пулнине халăх лайăх ăнланать. Район администрацийĕн экономика пайĕн начальникĕ Э.Жамкова пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе районта потребитель кооперативĕсене 5 йĕркеленĕ. Çак кунсенче çеç-ха Çĕнĕ Чукалти Ергуновсен "Родник", Патирекри Авксентьевсен "Луч" кооперативĕсене регистрациленĕ. Район пуçлăхĕ В.П.Фадеев потребитель кооперативĕсене кашни ял поселенийĕнчех йĕркелеме ыйтни ыттисене те правуртарах пулма хушать. Ял çынни выльăх-чĕрлĕх продукчĕсене пĕр чăрмавсăр вырнаçтарма пултартăр, укçине те çийĕнчех илтĕр. Ун чух "АПК аталанăвĕ" наци проекчĕ чăннипех пурнăçа кĕрĕччĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 июня 2007
00:00
Поделиться