Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

"Единая Россия" парти пуçарăвне ырласа

 

"Единая Россия" партин Чăваш Ен регионĕнчи уйрăмĕн пуçарăвĕпе шкулсенчи библиотекăсем валли кĕнекесем пухмалли виçĕ уйăхлăх акци ирттерме йышăннине партин Шăмăршă районĕнчи уйрăмĕн Политканашĕ ырласа кĕтсе илчĕ. Партин вырăнти уйрăмĕн Политканаш членĕсем хăйсен черетлĕ ларăвĕнче ача-пăча библиотекисем валли килĕсенчи библиотекисенчен кашниех 10 кĕнекерен кая мар тĕрлĕ литература пуçтарса пама пулчĕç. Ку тĕлĕшпе "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн Политканаш секретарĕ Валерий Фадеев ыттисене ырă тĕслĕх кăтартрĕ. Валерий Петрович хăй кăна партин вырăнти ĕçтăвкомне 50 кĕнеке килсе пачĕ те ĕнтĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Единая Россия" парти фракцийĕн членĕ Александр Максимов, партин вырăнти уйрăмĕн ĕçтăвком ертỹçи Петр Фомин тата ытти хăш-пĕр Политканаш членĕсем районти парти лидерĕн В.П.Фадеевăн тĕслĕхĕпе хавхаланса хăйсен килĕсенчен библиотекăсем валли 25 кĕнекерен кая мар парнелеме килĕшрĕç. Çак ырă пуçарăва районта пурăнакан "Единая Россия" партин кашни членĕ, парти майлисем тата ялсенчи интеллигенципе пенсионерсем ырласса, çапла вара, çак пархатарлă ĕçе хастар хутшăнасса шанас килет. "Единая Россия" партин Шăмăршă районĕнчи Политканашĕ шкулсен юхăнса çитнĕ библиотекисем валли усă курман кĕнекесем пухмалли виçĕ уйăхлăх акцие анлăн хутшăнма районти кашни çыннах чĕнсе калать.

 

Шăмăршăра пурăнакансен ача-пăча кĕнекисене "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн администрацийĕн çуртĕнче вырнаçнă районти парторганизаци пỹлĕмне (2-мĕш хутра) илсе пымалла, ялсенче ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене пырса памалла.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
02 июня 2007
00:00
Поделиться