Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район хаçачĕ 75 çул тултарас умĕн Хаçат 1983 çулта мĕн çырнă?

 

Шупашкартан килнĕ çыру

 

ÇАК кунсенче район хаçатне Шупашкартан çыру килчĕ. Унăн авторĕ _ пирĕн ентеш, халĕ республикăн тĕп хулинче вăй хуракан Л.Д.Кологреева. Любовь Дмитриевна тăван район çыннисене Çĕнĕ çул ячĕпе чун-чĕререн саламлать, ырлăх-сывлăх, телей сунать. Л.Д.Кологреева _ район историне кĕрсе юлнă çын. Вăл 1948-1956 çулсенче Карапай Шăмăршăри Киров ячĕпе хисепленекен колхозра агроном пулса ĕçленĕ. 1954 çулта Любовь Дмитриевнăна çĕршывăн чи аслă влаçне _ СССР Верховнăй Советне депутата суйланă. Депутат пулнă май, Л.Д.Кологреева тăван районшăн усăллă ĕçсем нумай тунă. Ватăрах çынсем ун пирки лайăхпа çеç аса илеççĕ. (Январĕн 1-мĕшĕ.)

 

 "Пысăк тухăçлă тырпул ăсти" ят панă

 

 РЕСПУБЛИКĂРИ ял хуçалăх ĕçченĕсен 1982 çулхи социализмла ăмăртăвне пĕтĕмлетсе, Чăваш АССР ял хуçалăх министерствин коллегийĕ пирĕн районти "Аврора" колхоз бригадирне В.Т.Чернова, "Восход" колхозри комплекслă бригада бригадирне Н.В.Ухваркина, "Ленинская искра" колхоз бригадирне Р.С.Иматдинова, çак колхоз бригадирне С.Х.Алтынбаева "Пысăк тухăçлă тырпул ăсти" хисеплĕ ят панă.

(Февралĕн 10-мĕшĕ.)

 

Ялти строительство аталанать

 

 1983 ÇУЛТА районта пурĕ 3,16 миллион тенкĕлĕх строительствăпа монтаж ĕçĕсем пурнăçламалла. Кăçал Палтиелĕнчи 624 ача вĕренмелли шкул çуртне, Патирекри 300 вырăнлă клуб çуртне, "За коммунизм" колхозри юсав мастерскойне, "Сельэнерго" пĕрлешĕвĕн производство базине тата ытти ял хуçалăх объекчĕсене хута ямалла.

 

В.ЕВДОКИМОВ.

 

(Апрелĕн 16-мĕшĕ.)

 

Çулталăкра _ 40 туй

 

1983 ÇУЛТА "Правда" колхоз территори-йĕнчи ялсенче 40 туй кĕрлерĕ. Акă, нумаях пулмасть колхозра малта пыракан А.Волков трактористпа З.Михайлова свинарка пĕрлешрĕç. Çак кун ялта юрă-кĕвĕ, купăс сасси нумайччен янăраса тăчĕ. В.АНДРЕЕВ. (Декабрĕн 24-мĕшĕ.)



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 мая 2007
00:00
Поделиться