Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Пĕри _ пуриншĕн, пурте _ пĕриншĕн

 

РАЙОНТИ шкул ачисен XXXIX хут иртекен "Зарница", "Орленок" вăййисем хыçа юлчĕç. Хаваслă та интереслĕ пулчĕç вĕсем. Хĕрсемпе каччăсем пултарулăхпа палăрса тăчĕç, ăмăртусене хастар хутшăнчĕç. Тĕрĕссипе вара икĕ куна тăсăлнă вăйăсенче вăрман кĕрлесе кăна тăчĕ. "Зарница", "Орленок" вăййисене вĕренекенсене патриотла воспитани тарăнрах парас, çар ĕçĕпе кĕскен паллаштарас тĕлĕшпе йĕркелеççĕ. Шкулсенче ачасен шучĕ чакса пынăран "Орленок" командисем сахалрах пулчĕç: пурĕ те ултă команда çеç. "Зарницăна" вара шкулсенчи пур командăсем те хутшăнчĕç. Кăçал командирсен шутĕнче хĕрсем чакни те сисĕнчĕ. Апла пулсан, чăн-чăн пулас паттăр салтаксем çитĕнсех пыраççĕ. Конкурссене тишкернĕ май кăçал ачасем пĕлтĕрхинчен вăйсăртарах, ывăнарах курăнчĕç. Хĕвеллĕ шăрăх çанталăк та халсăрлатрĕ пулĕ вĕсене. Çитменнине тата вăрăм тунасем çыртса тарăхтарчĕç. Çар комиссариачĕ ирттерекен "Статен и строен _ уважения достоин" конкурсра орлятăсенчен карапайшăмăршăсенчен, зарничниксенчен шăмăршăсенчен маттуртараххисем пулмарĕç. Стройпа юрă юрласа килĕшỹллĕн утса иртрĕç вĕсем. Кунта, паллах, нумайрах командирсенчен килчĕ, вĕсен пуçарулăхĕ вырăнлă пулчĕ. Чупса-сиксе ăмăртмалли конкурссем чи интереслисем пулчĕç тесен те йăнăш пулмĕ. Шăпах çакăнта пĕри _ пуриншĕн, пурте _ пĕриншĕн пулни палăрчĕ. Алла-аллăн тытăнса, пĕр-пĕрне пулăшса, сахалрах вăхăт çухатма тăрăшса, тĕрлĕ чăрмавсем витĕр тухса чупрĕç хĕрсемпе каччăсем. "Военно-прикладное многоборье" конкурсра автомат сỹтсе пуçтарчĕç, гранатăпа мечĕк ывăтрĕç, "чỹречерен" тухрĕç, "окоп" урлă сиксе каçрĕç, бронежилетпа каска тăхăнса машина кузовĕ çине хăпарчĕç. Йăнăшсемшĕн вара штрафлă çаврăмсем туса чупма тиврĕ вĕсен. Ку енĕпе чи хастаррисем карапайшăмăршăсем, шăмăршăсем, анатчаткассем ("Орленок") тата шăмăршăсем, кивчукалсем, пăчăрлăпашьелсем ("Зарница") пулчĕç, вĕсем малти вырăнсене йышăнчĕç, ыттисене хыçала хăварчĕç. Теори блокĕнче тавракурăма лайăх пĕлнипе, ыйтусене тĕрĕс хуравланипе шăмăршăсем "Орленокра", кивчукалсем "Зарницăра" çĕнтерчĕç. Тĕл перессинче орлятăсенчен Анат Чаткас шкулĕн, зарничниксенчен Виçпỹрт Шăмăршă шкулĕн командисенчи ачасем снайперсем пекех хăйсене кăтартрĕç. "Морское многоборье" конкурсра ăнăçу Чукал, Карапай Шăмăршă, Пуянкасси зарничникĕсенче, Карапай Шăмăршă, Шăмăршă, Анат Чаткас орлятисенче пулчĕ. Конкурссем питĕ нумай пулчĕç, çавăнпа та пурне те асăнса та пĕтереймĕн. Икĕ куна тăсăлнă вăйăсенче ачасем вылярĕç те, канчĕç те. Пушă вăхăт тупăнсанах мечĕк илсе волейболла вылярĕç, каччăсем хĕрсемпе паллашма тăрăшрĕç. Поварсем те хăйсемех пулчĕç, тутлă апат-çимĕç хатĕрлерĕç. Конкурссене пĕтĕмлетнĕ хыççăн район чысне хỹтĕлеме республикăра иртекен "Зарница" тата "Орленок" вăййисене Карапай Шăмăршă ("Орленок"), Шăмăршă ("Зарница") шкулĕсен командисем кайĕç, вĕсем _ кăçалхи çĕнтерỹçĕсем. Малаллахи иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене зарничниксенчен _ карапайшăмăршсемпе чукалсем, орлятăсенчен шăмăршăсемпе анатчаткассем йышăнчĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 мая 2007
00:00
Поделиться