Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чиркỹ тума пулăшни _ сăваплă ĕç

 

ÇĔНĔ Чиркỹсем тăвасси мĕн авалтанах Турă умĕнчи чи сăваплă ĕç шутланнă. Чиркỹ тума пулăшакансем вара Туррăн пиллĕхне пуринчен те ытларах илеççĕ. Шăмăршă ялĕнче, Космовский урамĕнчи перекет банкĕн çурчĕпе юнашар, "Христос çурални" ячĕллĕ Чиркỹ тума пуçлани райцентрта тата ун таврашĕнчи ялсенче пурăнакансене питĕ савăнтарать. Турă пиллĕхĕпе тата хамăр тăрăшнипе Чиркĕве туса пĕтерсен районти православи тĕнĕллĕ çынсем унта кĕл туса, çуртасем çутса, ытти правилăсене пурнăçласа Туррăн тивлетне илме, ỹт-пĕве сăваплă вăй-хăватпа çирĕплетме, Турă умĕнче лайăх ĕçсем тума ăс-тăна ырă шухăш-туйăмпа пуянлатма пултарĕç. Паянхи кун тĕлне тимĕрпе бетон блоксенчен пулас Чиркĕвĕн никĕсне хывнă, ăна тикĕслесе 3-4 рет кирпĕч сарнă. Турă пиллĕхĕпе çывăх вăхăтрах Чиркĕвĕн стенисене купалама ĕмĕтленетпĕр. Хĕрлĕ кирпĕч пачкисене никĕс тавра хурса тухнă та ĕнтĕ. Вĕсене ĕçе кĕртме, стенасене купалама, строительство ĕçĕсене малалла тăсма укçа-тенкĕ питĕ нумай кирлĕ пулать. Çавна май эпир район çыннисенчен, предприятисемпе организацисенчен, предпринимательсенчен пулăшу кĕтетпĕр. Паллах, районти пенсионерсем те хăйсен пĕчĕк тỹпине хывма пултараççĕ. Вунă тенкĕ çумне вунă тенкĕ хушсах пысăк сумма пуçтарма пулать. Çак ĕçе кашни ялтах йĕркелесен аван пулĕччĕ. Сăваплă объектри строительство ĕçĕсене пуçăнма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Ф.Ермолаев, Мускавра ĕçлесе пурăнакан В.В.Печников предприниматель тата В.В.Егоров, Н.Н.Быков, В.И.Миронов, А.В.Максимов, В.Г.Федотов тата ыттисем пысăк суммăллă укçа-тенкĕ хыврĕç. Куншăн вĕсене тата Чиркỹ валли укçа панă ытти çынсене "Христос çурални" Чиркĕвĕн прихут совечĕ район хаçачĕ урлă чĕререн тав тăвать, Турă пулăшнипе çирĕп сывлăхпа пурăнма, телейлĕ пулма, ĕçре çĕнĕ çитĕнỹсем тума, малашне те Турă умĕнче пархатарлă ĕçсемпе палăрма ăнăçу сунать. Районти граждансене пурне те Турă çуртне тăвас ĕçе хастар хутшăнма чĕнсе калатпăр. Турă пиллĕхĕпе хамăр тăрăшсан, çине тăрсан çĕнĕ Чиркĕвĕн чанĕн сасси Шăмăршă çийĕн илемлĕн юхса саланас вăхăт вăраха каймĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 мая 2007
00:00
Поделиться