Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ăмăртура _ çамрăк вăрманçăсем

 

 РАЙОНТИ çамрăк вăрманçăсен слечĕ "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн директорĕ Ю.Татарских саламланинчен пуçланчĕ. Кăçал ăна Шăмăршă районне йĕркеленĕренпе 80 çул çитнине тата Ачасен çулталăкне халалласа йĕркеленĕ. Пуçаруçи _ "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ. Слетăн малтанхи теорилле пайĕ Пăчăрлă Пашье-лĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта иртрĕ. Хăйне майлă экзамена аса илтерчĕ вăл: ачасем тест ыйтăвĕсене хуравларĕç. Çамрăк вăрманçăсем вăрман флорипе фаунине начар мар пĕлнине кăтартса пачĕç. Ку тĕлĕшпе шăмăршăсем чи нумай балл пухма пултарчĕç. Иккĕмĕш вырăнта _ палтиелсемпе васансем, виççĕмĕшсем _ пуянкассисем. Слетăн иккĕмĕш пайĕ "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕн Пăчăрлă Пашьел лесничествинче тăсăлчĕ. Вунă команда хальхинче темиçе тапхăртан тăракан эстафетăра вăй виçрĕ. Кунта хăвăрт чупни çеç çителĕксĕр _ кашни тапхăртах тĕрлĕ ыйтусене хуравлама тиврĕ. Çамрăк вăрманçăсен тупăшăвĕнче, сăмахран, А.Долговпа А.Антонов (Пăчăрлă Пашьел), Е.Ухтияров (Анат Чаткас) малтанхи виçĕ вырăна пайларĕç. Çамрăк зоологсен те сахал мар тар юхтарма тиврĕ: çĕнтерỹçĕ пулас тесен, чĕр чунсемпе вĕçен кайăксене паллама, вĕсен пурнăçĕ çинчен каласа пама, вĕçен кайăксене сасă тăрăх уйăрса илмелле пулчĕ. Ку тупăшура Карапай Шăмăршă шкулĕн командинчи М.Московский, Палтиелĕнчи И.Камалтдинов тата Васанти М.Никитина чи маттуррисем пулчĕç. Вăрманта мĕнле йывăç-тĕмсем, ỹсен тăрансем ỹсеççĕ-ха? Пурте пĕлеççĕ-и вĕсене? Çак ыйтăва çамрăк ботаниксен ăмăртăвĕ татса пачĕ. Çĕнтерỹçĕсем _ С.Ермолаев (Пăчăрлă Пашьел), Т.Фадеева (Анат Чаткас) тата И.Фасхутдинов (Палтиел). Вĕсем чи нумай бал пухма пултарчĕç. Çамрăк экологсен ăмăртăвĕ те çивĕч иртрĕ. Ку турта çут çанталăкпа тăван тавралăха чи лайăх пĕлекенсем В.Матвеевапа А.Чамеева (Пăчăрлă Пашьел), Р.Павлов (Шăмăршă) пулни курăнчĕ. Пĕтĕмĕшле итогсем тăрăх, командăсем хушшинче Пăчăрлă Пашьелĕнчи çамрăк вăрманçăсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Иккĕмĕш вырăнта _ палтиелсем, виççĕмĕш _ анатчаткассем. Пуянкассисене призерсен шутне кĕме темиçе балл çеç çитеймерĕ _ слета пуçласа хутшăнакан командăшăн тăваттăмĕш вырăн йышăнни те начар мар кăтарту. Çĕнтерỹçĕ командăсемпе уйрăм тапхăрсенче мала тухнă çамрăк вăрманçăсем Хисеп грамотисемпе хаклă парнесене тивĕçрĕç.



"Шăмăршă хыпарĕ"
30 мая 2007
00:00
Поделиться