Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Таса чунпа пурăнатăн, вăрăм ĕмĕрлĕ пулатăн

ВАСАН вăтам шкулне чылай çул каялла пĕтернĕ выпускниксем хăйсем аттестат илнĕренпе черетлĕ юбилей çулĕ çитнĕ ятпа тĕл пулăва пухăнчĕç. Вĕсем унта мана та, педагогика ĕçĕн ветеранне _ хăйсене тахçан математикăпа вĕрентнĕ учительне _ тĕл пулăва чĕнчĕç. Хамăн вĕренекенĕмсем пулнă выпускниксем ыйтнине хирĕçлемерĕм _ шкулалла тулли кăмăлпа çул тытрăм. Вĕсене мĕнлерех шухăшсем канăçсăрлантарни, еплерех тĕллев-ĕмĕтпе пурăнни мана питĕ интереслентерчĕ. Выпускниксем шкулта вĕреннĕ çулсене кăмăллăн аса илчĕç, хăйсене çирĕп пĕлỹпе тивĕçлĕ воспитани панăшăн, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнăшăн учительсене пĕтĕм чун-чĕререн тав турĕç. _ Хальхи вăхăтра пирĕн пурнăçра укçа малти вырăна тухса тăчĕ, вăл мĕнле майпа кĕсьене кĕни чылай çыншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ мар, - терĕ пĕр хĕр арăм-предприниматель. _ Эпир, сăмахран, вакă суту-илỹ ĕçĕнче вăй хуратпăр. Питĕ шел, хăш-пĕр предпринимательсем халăха усă курма срокĕ тухнă апат-çимĕç сутаççĕ, вĕсен хакĕсене те чакармаççĕ. Эсир, Николай Герасимович тата ытти учительсем, пире таса чунлă та тỹрĕ кăмăллă çынсем пулма вĕрентеттĕр. Ку вăл пирĕн чĕрере ĕмĕрлĕхе юлнă. Эпир срокĕ тухнă продуктсене лавккара тытмастпăр, вĕсен хакне те ытлашши хăпартмастпăр. _ Çавна май пирĕн лавккасене çынсем те ытларах килеççĕ, яланах пахалăхлă продуктсем сутнăшăн тав сăмахĕсем каласа хăвараççĕ. Пысăк укçа тăвасси малти вырăнта тăмасть. Халăха йỹнерех те тивĕçлĕ пахалăхлă апат-çимĕçпе тивĕçтересси вара тĕп тĕллев пулса тăрать, - хутшăнчĕ ун çумне тепĕр выпускница. _ Эсир мана, ватă учителе, чунтанах савăнтаратăр, - терĕм эпĕ çак хĕр арăмсене. _ Апла пулсан, пирĕн воспитани ĕçĕ ахаль çухалман. _ Эсир ăшă чĕреллĕ, таса чунлă çынсем пулни, халăх нушине ăнланса, клиентсене йỹнерех те лайăх пахалăхлă таварсемпе тивĕçтерме тăрăшни сире илем кỹрсе тăрать. Чыса тата кăмăл-сипет пуянлăхне малашне те ан çухатăр. Куншăн сире çынсем яланах хисеплесе тăрĕç. Ырă ĕç яланах ырăпа таврăнать. Сирĕн ĕçĕр çавна май ăнса пырать. Çапла, ырă кăмăл çынна илем кỹрсе тăрать. Хĕрарăмсем хăйсен ĕçне юратса туни, çынсене яланах ырă сунни вĕсен сывлăхне те упрать. Ытларах тупăш илес тĕллевпе пурăнакан çын вара саккун йĕркисене те уяса тăмасть. Унăн чунĕ кунĕн-çĕрĕн лăпкă мар. Çавна май нерв системи йĕркерен тухсан вара нимĕнле эмел те пулăшаймасть _ тĕрлĕ чир-чĕр çыпăçма пуçлать. Çапла вара, законодательствăна çирĕп пăхăнса ĕçленине нимĕн те çитмест. Таса чунпа, ыттисене ырă сунса пурăнатăн _ сывлăхлă та вăрăм ĕмĕрлĕ пулатăн.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 мая 2007
00:00
Поделиться