Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Халăхшăн ĕçлеççĕ, уншăн тăрăшаççĕ

РАЙОН çыннисене тĕрлĕ енлĕ информаципе тата изданисемпе тивĕçтерессинче, районта информацин пĕрлĕх уйне йĕркелессинче Шăмăршăри тĕп библиотекăн тата ял поселенийĕсен вулав çурчĕсен тỹпи пысăк. Вырăнсенчи йăла-йĕркесене, ялсенче пурăнакансене мĕн кирлине тата вĕсен интересĕсене шута илсе халăхăн тĕрлĕ сийĕсем хушшинче информаци тивĕçтерĕвне йĕркелесе пырасси библиотекăсен тĕп тĕллевĕ пулса тăрать. Юлашки çулсенче, районти библиотекăсем модельлĕ никĕс çине куçнă май, халăхăн тĕрлĕ енлĕ ыйтăвĕсене тивĕçтересси сисĕмлех лайăхланчĕ. Модельлĕ библиотекăсем тĕрлĕ отрасльсенче ĕçлекен специалистсемшĕн, заочнăй майпа вĕренекен студентсемшĕн, учительсемпе шкулта вĕренекенсемшĕн уйрăмах меллĕ. Ял поселенийĕсен библиотекисен методика тĕлĕшĕнчи ĕç-хĕлне районти тĕп библиотека йĕркелесе пырать. Вăлах библиотекăсен ĕçне координацилет, кĕнеке фончĕсене пуянлатать, хаçат-журналсен подпискине йĕркелет. Районти библиотекăсене тĕрлĕ изданисемпе тивĕçтерсе тăрасси çулран-çул лайăхланса пынине те палăртмалла. Изданисем республикăри централизациленĕ бибколлектор урлă килеççĕ. Сăмахран, 2006 çулта районти библиотекăсене пурĕ 5012 издани ярса панă, çав шутран художествăлла кĕнекесем _ 1408, ача пăча изданийĕсем _ 924. Нацисен литературине уйрăммăн илсен, чăвашла кĕнекесем _ 993, тутар чĕлхипе çырнисем _ 185, ирçе чĕлхипе кăларнисем _ 12. Кăçал районти библиотекарьсем хăйсен профессилле уявне паллă юбилей çулĕнче кĕтсе илеççĕ. 1927 çулхи октябрь уйăхĕнче пирĕн районта _ Шăмăршă тата Шамкай ялĕсенче пĕрремĕш вулав çурчĕсем (изба-читальня) уçăлнă. Вĕсем халăхăн культурăпа тавра курăм шайне ỹстерес, ял çыннисен канăвне усăллă йĕркелес, хутпĕлменлĕхе пĕтерес тĕлĕшпе хăйсен сисĕмлĕ тỹпине хывнă. (Вулав çурчĕсен кĕске историне, вĕсен ĕç-хĕлне çутатакан уйрăм статья пичетлесе кăларатпăр "Шăмăршă хыпарĕнче"). Районти библиотекарьсем тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе пыма, ял çыннисен тĕрлĕ ыйтăвĕсене май килнĕ таран туллинрен тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Пархатарлă ĕçшĕн вĕсене Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе, премисемпе чыслаççĕ. Акă, библиотекарьсен кунĕ умĕн районти тĕп библиотекăри ача-пăча уйрăмĕн заведующине С.В.Ларионована, информаци центрĕн ертỹçине И.В.Хураськинана, Кивĕ Чукалпа Карапай Шăмăршă ял поселенийĕсен библиотекисен заведующийĕсене Т.А.Чамеевапа А.А.Медведевана райадминистрацин вĕрентỹ, çамрăксен политикин тата культура пайĕн Хисеп грамотисемпе наградăланă. Районти мĕн пур библиотекарьсене, библиотека ĕçĕнче чылай çул хушши тỹрĕ кăмăлпа вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ ветерансене профессилле уяв _ Пĕтĕм Раççейри библиотекăсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăхпа тулли телей, ĕçре ăнăçу сунатăп.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 мая 2007
00:00
Поделиться