Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ачасем валли _ кĕнеке" акци пуçланчĕ

"ЕДИНАЯ РОССИЯ" партин Чăвашъенри уйрăмĕ пуçарнипе майăн 24-25-мĕшĕсенче шкулти библиотекăсем валли халăхран кĕнекесем пухмалли виçĕ уйăхлăх акци пуçланчĕ. Çак акцие хутшăнса "Единая Россия" партин Шăмăршăри вырăнти уйрăмĕ районти çынсенчен хăйсенчен ытлашши е кирлĕ мар кĕнекесене пухассине йĕркелет. Партин вырăнти уйрăмĕ "Единая Россия" партин членĕсене, ун майлисене тата районти интеллигенцие, пенсионерсене çак акцие активлăн хутшăнма, шкулсенчи чухăнланса юлнă библиотекăсен кĕнеке фондне ỹстерме чĕнсе калать. Халăхран пуçтарнă кĕнекесене партин ялсенчи пуçламăш уйрăмĕсен секретарĕсене е ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсене пырса пама юрать. Асăрхаттаратпăр: ялсенче пухнă кĕнекесем çав ялти шкул библиотекинчех юлаççĕ. Апла пулсан, ăмăртса, хамăр вуласа усă курнă, хальхи вăхăтра сентресем çинче тусанпа витĕнсе выртакан кĕнекесене хамăрăн çамрăк вулакансем валли парнелесе, пуриншĕн те пархатарлă та çав тери кирлĕ ĕç тăвар. Пухнă ача-пăча кĕнекисене сентябрĕн 1-мĕшĕнчи савăнăçлă линейкăра параççĕ. Манас марччĕ, кĕнеке _ пĕлỹ, ăс-тăн çăлкуçĕ пулнине.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 мая 2007
00:00
Поделиться