Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çуртрисем хыççăн - хура тул

РАЙОНТИ хуçалăхсенче, тĕпрен илсен, ирхи тĕштырă культурисене акасси вĕçленнĕ. Фермерсене те шута илсен, пурĕ 7 пин гектара яхăн çĕре "шуратнă". Акмалли тата хура тул юлнă, вăл 200 гектар ытларах йышăнĕ. Чи пысăк лаптăк _ 100 гектар _ "Яблоневка" хуçалăхăн, "Искра" тата "Восход" хуçалăхсенче те хура тул чылай акасшăн. Районта маларах акнă тĕштырăсене гербицидсемпе пĕрĕхес ĕç пуçланчĕ. "Колос" Агрофирма" ЗАОра çак ĕçе 300 гектара яхăн лаптăк çинче пурнăçланă ĕнтĕ. "Шанс" тата "Исток" хуçалăхсенче çуртрисем калчисене сеялкăпа минераллă удобренипе апатлантараççĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 мая 2007
00:00
Поделиться