Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çул çинче тимлĕхе ỹстермелле

МАЙ уйăхĕнче район территорийĕнчи çул-йĕрсем çинче час-часах аварисем пулса иртме пуçлани чăннипех те хытă пăшăрхантарать. Çак уйăхра кăна 3 аварие регистрациленĕ, вĕсенче 3 çын вилнĕ, 3 çын аманнă. Çак аварисене пурне те "Жигулисен" водителĕсем тунă. Вĕсем _ 20 çул урлă каçнă çамрăксем, руль умĕнче 3-шĕ те ỹсĕр пулнă. Водительсен явапсăрлăхĕ чăннипех те тĕлĕнтерет. Вĕсен алла черкке тытас умĕн хăйсен тата пассажирсен пурнăçĕ умне хăрушлăх кăларса тăратма пултарни пирки малтанах шутламалла пулнă. Çак йывăр аварисем çула тухас умĕн черкке пушатма юратакан ытти водительсемшĕн те çирĕп урок вырăнне пулччăр. Çулталăк пуçланнăранпа вара район территорийĕнче 5 авари пулнă, пурĕ 15 çын аманнă. Кунта çакна та хушса каламалла. Кăçал çул-йĕрсем çинче ГИБДД сотрудникĕсем 52 ỹсĕр водителе тытса чарнă, вĕсенчен 47-шĕ _ хамăр район çыннисем. Вĕсенчен кашниех авари тума, хăйсене е ыттисене инкек кỹме пултарнă. Кун пирки районти кашни водителе тарăннăн шутласа пăхма, çула тухас умĕн алкоголь шĕвекĕсем ĕçессинчен пăрăнма сĕнес килет. Кăçал çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсем тăрăх пурĕ 1539 протокол çырнă, çав шутран водительсем транспортăн хăвăртлăхне кирлинчен ытларах ỹстернĕшĕн _ 368 протокол. Техникăпа урамсем тăрăх пысăк хăвăртлăхпа вирхĕнсе çỹрени инкекпе вĕçленме пултарни çинчен водительсен асрах тытмалла. Ачасен çуллахи каникул кунĕсем пуçланнă май, водительсен урамсенче тимлĕхе темиçе хут ỹстермелле. Çул хĕрринче вылякан ачасем кĕтмен çĕртен тепĕр еннелле чупса каçма пултараççĕ. Вĕсем пура-гараж хыçĕнчен çул çине чупса тухмĕç тесе кам шантарĕ? Çуран çỹрекен граждансем çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсем тăрăх çулталăк пуçланнăранпа 151 протокол çырса хатĕрленĕ. Вĕсенчен пĕрисем палăртман вырăнта техника йышлă çỹрекен çул урлă каçнă, теприсем транспорт пыракан çулпа утнă, виççĕмĕшсем ỹсĕрле çул варрипех танкăшнă... Çуран çỹрекенсен çул хĕррипе е тротуарпа кăна утмалла. Çул çитмен ачасем мотоциклпа унталла та кунталла вирхĕнсе çỹренине ялсенче халĕ тăтăшах курма пулать. Техника паспорчĕсĕр, патшалăх номер паллисĕр мотоциклсене малашне милицин картишне килсе лартатпăр. Тивĕçлĕ документсене хатĕрлесе çитермесĕр, патшалăх номер паллине илмесĕр вĕсене хуçисене парса яма май килмест. Çул çинче водительсен те, çуран çỹрекенсен те тимлĕ пулмалла. Кун пек чухне киле тĕрĕс-тĕкел те пăтăрмахсăр çитме пулать.



"Шăмăршă хыпарĕ"
26 мая 2007
00:00
Поделиться