Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Усăллă канччĕр, сывлăха çирĕплетчĕр

Шкул ачисен çуллахи канăвĕ пуçланиччен те вăхăт нумай юлмарĕ. Ачасем ăçта, мĕнле канасси, çакна йĕркелеме укçа-тенкĕпе тивĕçтересси Соцстрах фондĕнчен нумай килет. Ку тĕлĕшпе уйăракан тăкаксен шучĕ вара кашни çулах ỹссе пырать. Кăçал, сăмахран, çак тĕллевпе республикăра 113,2 миллион тенкĕ тăкаклама палăртнă. Чăваш Енри Соцстрах фончĕ пулăшнипе кăçал республикăри хуласен тулашĕнчи сывлăх лагерĕсенче, кăнтăрлахи лагерьсенче, çулталăкĕпех ĕçлекен санатори-лагерьсенче 35 пин те 730 ача канĕ, сывлăхне çирĕплетĕ. Ашшĕ-амăшĕсен çакнашкал ыйту та пулма пултарать: хула тулашĕнчи ачасен лагерĕнче канмалли путевкăн вăтам хакĕ миçе тенкĕ пулĕ-ха тата çак суммăн миçемĕш пайне Соцстрах саплаштарĕ? Путевка хакне 5500 тенкĕ палăртнă. Ытти çулсенчи пекех, лагерьсенче 15 çула çитичченхи шкул ачисем канĕç, кашни смена 21 куна тăсăлĕ. Соцстрах фончĕн регионти координаци канашĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн, ĕçлекен ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисене сывлăха тĕреклетмелли лагерьсене канма яракан путевкăсемшĕн Соцстрах çакăн чухлĕ тỹлет: - бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсен ачисемшĕн _ путевкăн вăтам хакĕн 100 процентне; - ытти организацисенче ĕçлекенсен ачисемшĕн _ путевкăн 50 процентне (суммăн юлашки пайне ĕç паракан хăйĕн шутĕнчен саплаштарма пултарать). Соцстрах фончĕ республикăри вĕренỹ учрежденийĕ çумĕнче çуллахи лагерьсем йĕркелес тĕлĕшпе те ĕçлет. Çакнашкал кăнтăрлахи лагерьсенче канакан вĕренекенсене икĕ е виçĕ хутчен апатлантарассине палăртнă. Çак тĕллевпе кашни ача валли талăкра 38 тенкĕ уйăракан укçана обязательнăй социаллă страховани шутĕнчен параççĕ. Хамăр района илес пулсан, шкулсенчи кăнтăрлахи лагерьсенче пĕлтĕр 250 вĕренекен хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетнĕ пулсан, кăçал ку хисеп икĕ хут ỹсмелле, 500 ачана çитмелле. Ачасене хула тулашĕнчи лагере ямалли путевкăсене илмелли йĕркесем кăçал та çаплах пулаççĕ. Бюджет сферинче ĕçлекен ашшĕ-амăшĕсен ачисем валли путевкăсене регионти уйрăм туянать, вĕсене шкула çỹрекен тата путевка кирлĕ ачасен ашшĕ-амăшĕсене тỹлевсĕрех уйăрса парать. Страховани фончĕн страхователĕсем шутланакан ытти предприятисемпе организацисене _ фондăн регионти уйрăмне социаллă страховани енĕпе ĕçлекен комиссисен йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн тăратнă заявкăсем тăрăх. Çакнашкал предприятисемпе организацисенче ĕçлекен ашшĕ-амăшĕсен ачисем валли путевка илес ыйтупа хăйсем ĕçлекен вырăнти социаллă страховани комиссине пымалла. Апрельте Регионти уйрăм ачасен çуллахи канăвне йĕркелес тĕлĕшпе пулăшу парас тенисен уçă конкурсне ирттернĕ, ун итогĕсем тăрăх 16 контракт тунă. Шăмăршă районĕнче пурăнакан ашшĕ-амăшĕсем, сăмахран, хăйсен ачисене "Звездный", "Космонавт", "Чайка" лагерьсене яма пултараççĕ, вĕсенчен юлашки _ "Чайка" _ лагерь-санатори шутланать. Иртнĕ çул районти 125 вĕренекен сывлăха çирĕплетекен кану лагерĕсенче, 38 ача лагерь-санаторире каннăччĕ. Ку кăтартусем кăçал та пĕлтĕрхинчен кая пулмаççĕ пулĕ. Ачасене çуллахи легере ярас ыйтусемпе тĕплĕнрех пирĕн патăмăрта, РФ Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикин Шăмăршă районĕнчи представительствинче паллашма пулать. Вăл "Чăваш вăрманĕ" Наци паркĕ вырнаçнă çуртăн (ĕлĕкхи райпо) иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 мая 2007
00:00
Поделиться