Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Конвой службин милиционерĕ

Карапай Шăмăршăри Юрий Степанов çар службинчен таврăнсан, 1993 çулта, районти шалти ĕçсен пайне ĕçлеме килнĕ. Салтак службинче çирĕп дисциплинăна хăнăхнă, ỹт-пĕвне тата характерне пиçĕхтернĕ сăпайлă йĕкĕт малтанах милицин патрульпе пост службинче вăй хунă. 1999 çултан пуçласа вара паянхи кунчченех милицин вăхăтлăх тытакан изоляторĕнче конвой службинче ĕçлет. Юрий Степанов хăйĕн служба тивĕçĕсене яланах тỹрĕ кăмăлпа тата присяга хушнă пек пурнăçласа пырать. Коллективра ăна юлташĕсем хисеплеççĕ. Службăра лайăх енĕпе кăна палăрса тăнă май, аслă сержанта руководительсем те мухтаççĕ. Чылай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн Юрий Петровича виççĕмĕш тата иккĕмĕш степеньлĕ "Службăра палăрнăшăн" медальсемпе наградăланă. Кунсăр пуçне ăна пай начальникĕ хăйĕн приказĕпе нумай хутчен тав тунă, укçа премийĕсем парса чысланă.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 мая 2007
00:00
Поделиться