"КАНАШ" хуçи ĕçчен чăваш
ХĔВЕЛЛĔ кун кăмăл та çĕкленỹллĕ. Пуянкассинчи "Канаш" фермер хуçалăхĕн хуçи Сергей Угарин ир-ирех тракторне хускатрĕ те хăйĕн хирнелле çул тытрĕ. Чунра ырă-ырă, савăнас, юрлас килет. Ĕç ăнса пынă чух урăхла епле пултăр-ха? Çур акине фермер тĕплĕн хатĕрленсе тухрĕ. Кĕске вăхăтрах 50 гектар çурхи тулă, 80 гектар урпа акса хăварчĕ. Çĕр хатĕрлеме П.Захаровпа Г.Макаров пулăшрĕç. Пĕр гектара та минераллă удобренисĕр акман. Паян-ыран сахăр чĕкĕнтĕрне те палăртнă чухлĕ акса хăварĕç. Пылак тымар çимĕç валли тислĕк тăкса çемçетнĕ 50 гектар çĕр уйăрнă. Хальлĕхе 40 гектара яхăн акнă ĕнтĕ. Минераллă удобрение кирлĕ чухлĕ хывни те _ пысăк тухăç никĕсĕ. Çĕр улмине те тупăшлă культура тесе шутлать фермер. 5 гектартан кая мар йышăнĕ вăл. Вăрлăхĕ паха, пирĕн тăрăхра тухăçлă çитĕнекенни. Чĕкĕнтĕре акса хăварсанах черет "иккĕмĕш çăкăр" патне çитĕ. Ун валли те минераллă удобрени çителĕклĕ. С.Угарин фермер çулленех кĕр тыррисем те акать, лайăх тухăç илет. 50 гектар çинчи тулă юр айĕнчен чипер тухнă, удобренисемпе апатлантарнă хыççăн чуна савăнтарса ешерет. Çумăрĕ çителĕклех пулчĕ кăçал, халĕ ăшă çеç кирлĕ. Мĕн акни-лартни шăтса тухсанах хурт-кăпшанкăсемпе тата çум курăксемпе кĕрешме пуçăнмалла. Çапах та йывăрлăхсем хăратмаççĕ Сергее _ çĕр-аннене юратни, тăван уй-хир пысăк тухăçпа савăнтартăрччĕ тесе тăрăшни ăна вăй хушать.