Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Кĕтỹ тухĕ çарана

ÇАНТАЛĂК лайăхлансан хуçалăхсенчи ĕнесем симĕс курăк çине тухĕç. Выльăхсене кĕтĕве кăлариччен, çуллахи лагерьсене куçариччен вĕсене хатĕрлемелле. Хĕл кунĕсенче çитернĕ апат хыççăн тỹрех витаминсемпе пуян ешĕл курăк организма лекни выльăх-чĕрлĕх вар-хырăмне пăсма пултарать. Кĕтĕве кăлариччен выльăхсене типĕ утă, улăм пани аван. Çакă сĕтеклĕ апат çинине пула кỹпĕнтересрен лайăх. Кĕтỹре çỹрекен выльăх тĕрлĕ çĕрте тискер чĕрчунсемпе, çапкаланса çỹрекен йыт-качкапа тĕл пулма пултарать, вĕсенчен инфекциллĕ чирсем ерес хăрушлăх тухса тăрать. Çавăн пекех тăпраран та чир лекме пултарать. Çавăнпа та выльăхсене кĕтĕве кăлариччен диагностикăлла тĕпчевсем, профилактика прививкисем тумалла. Уйрăмах çĕпĕр язвинчен, рожăран, уртаракан чиртен асăрханмалла. Выльăхсен чĕрнисене, мăйракисене те тĕрĕслемелле, кирлĕ пулсан касмалла. Шĕвĕр мăйракисемпе ĕнесем пĕр-пĕрне амантма пултараççĕ, ỹссе кайнă чĕрнесем выльăхсене йĕркеллĕ çỹреме чăрмантараççĕ. Кĕтĕве тухиччен выльăхсем çỹрекен вырăнсене ятарлă комиссипе тĕрĕслемелле, шыв ĕçтермелли вырăна палăртмалла. Кĕтỹ çỹрекен вырăн çуллахи лагерьтен 1,5-2 километртан аякра пулмалла мар. Ку вăл уйрăмах нумай сĕт антаракан ĕнесемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашни çухрăм утмассерен выльăхсем сĕт антарассине 200 грамм таран чакарма пултараççĕ. Кунсăр пуçне урисемпе çиллине лектерсе амантаççĕ, мастита яраççĕ. Выльăх масарĕсем патĕнче, çỹп-çап тăкакан вырăнсенче кĕтỹ кĕтме юрамасть. Çарансем çинче наркăмăшлă ỹсентăрансем пулнине те манмалла мар. Çуркунне вĕсем чи малтан шăтса тухаççĕ. Ун пек курăксен тунисене çисе ĕнесем аптраççĕ. Кĕтỹре çỹренĕ чухне выльăхсем наркăмăшлă им-çамсене, удобрение пула сиенленесрен те асăрханмалла. Выльăхсен çуллахи тапхăрта тăракан хуралтисене те лайăх юсаса хатĕрлемелле. Çав вăхăтрах фермăсенче юсав ĕçĕсем ирттермелле, дезинфекци ĕçĕсене пурнăçламалла. Çуллахи тапхăрта выльăхсене çитерес тата шыв ĕçтерес режима тĕрĕс тытса пыни питĕ кирлĕ. Лайăх шăтнă курăклă уйсенче кĕтĕве талăкĕпех çỹретмелле мар. Ĕнесем талăкра 7-8 сехет çеç курăк çиме пултараççĕ. Кĕтỹ çỹретмелли вырăнта нумай вăхăт тăрса таптаса пĕтереççĕ, варалаççĕ. Выльăхсене кĕтỹре кунне 3 хутран кая мар шыв ĕçтермелле. Вăхăтра апат çитерни, кантарни тата суни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашни ял хуçалăх предприятийĕнех çуллахи тапхăрта выльăхсене кĕтĕве кăларма, ешĕл апатпа тăрантарма тăрăшмалла. Ку вăхăт выльăх-чĕрлĕхрен хăйхаклăх енĕпе йỹнĕ продукци илме май парĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 мая 2007
00:00
Поделиться