Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çĕр улми лартар, сухан - тухăçпа савăнтартăр йăран

ÇАНТАЛĂКПА çапăçаймăн _ тăтăшах çумăр çуса тăнипе, кунсем сивĕ пулнипе килти пахчасенче çĕр улмипе ытти пахча-çимĕç лартасси-акасси вăраха тăсăлчĕ. Пĕлтĕр Шăмăршăсем Май уявĕсем вăхăтĕнчех пахча ĕçĕсене вĕçленĕччĕ пулсан, кăçал вара паян кунччен те сахалăшĕ кăна алла кĕреçе тытнă пуль. Тăпра ăшăнайманни те, пахчасем типменни те çĕр ĕçĕсене пурнăçлама чăрмантарсах тăчĕç. Çапах пăшăрханса ỹкме кирлех мар: çĕр улмипе пахча-çимĕçе лартма-акма кая юлман-ха. Хĕвеллĕ кунсем те пулĕç, Турă пулăшсан, хамăр тăрăшсан çĕр ĕçĕсене чиперех вĕçлĕпĕр. Паллă ĕнтĕ, районта туса илекен çĕр улмин 90 процентне яхăн килти хуçалăхсем çитĕнтереççĕ. Суханпа ытти пахча-çимĕç пирки те çавнах каламалла. Ял çынни çу хута тăрăшса ĕçлени харама каймасть: хăйĕн çемйи валли çеç мар, хулари тăванĕсене тăрантармалăх та çĕр улмипе пахча-çимĕç туса илет. Чăнах та, ытлашшине вырнаçтарас тĕлĕшпе чăрмавсем пур-ха, ялсенче потребитель кооперативĕсем ĕçлесе кайсан çак çивĕч ыйту татăлатех тесе шутлатăп. Çĕре юратакансене, хăйсене çирĕплетсе панă çĕр çинче ĕçлесе пысăк тухăç илекенсене чунтан мухтас килет. Çав вăхăтрах çĕр кахалсен аллинче те пулни хытă пăшăрхантарать. Лартаççĕ те çĕр улмине _ кĕркуннеччен "манса каяççĕ". Çум курăк ашкăрса ỹсекен, колорадо нăррисем "туй тăвакан" пахчара мĕнле тухăç пултăр ĕнтĕ? Ялсенче нимĕн те акман-лартман, пушă выртакан пахчасем те сахал мар, Шăмăршăра кăна пĕлтĕр хĕрĕхе яхăн тупса палăртнă. Çав çĕр çинче çум курăк çеç ашкăрса ỹсет, çĕр-аннерен кулакан вăй питти çынсем вара ним пулман пекех пурăнаççĕ. Штраф тỹлеттересси те хăратмасть унашкаллисене, аллисене тăпрапа вараласран хỹтĕленме тем тĕрлĕ чир те шутласа тупаççĕ. Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен, депутатсен хăйсен территорийĕнче çĕрпе мĕнле усă курнине тĕплĕнрех тĕрĕслемелле, акăнман-лартăнман пĕр пахча та ан юлтăрччĕ тесе тăрăшмалла. Пĕччен ватăсене, инвалидсене пахча ĕçĕсене пурнăçлама пулăшсан тем пекех лайăх пулĕччĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
19 мая 2007
00:00
Поделиться