Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Ял çыннисем тав тăваççĕ

 

Ирçе Тĕкки ялĕн масарĕнчи çурт 50 çул ытла ларнă. Питĕ шел, пушара пула вăл çунса кайнă. Çынна юлашки çула ăсатма килнĕ ял çыннисене халĕ хĕллехи çил-тăман, е çурхи-кĕрхи сивĕ çумăрсем вăхăтĕнче çăмăлах килмест. Сивĕ çанталăкра шăтăк чавакансем валли пỹрт пулманни те чăрмав кỹрет. Ял çыннисен çак нушине тарăннăн ăнланнă май, Ирçе Тĕккинче çуралса ỹснĕ, хальхи вăхăтра Хусан хулинче тĕпленсе пурăнакан С.А.Матвеева, масар çинче çĕнĕ çурт ларттарас тĕллевпе, хăй перекетленĕ укçа-тенкĕн пĕр пайне _ 20 пин тенкине Шăмăршă ял поселенийĕн администрацине панă. Ял масарĕнче Светлана Анатольевнăн ашшĕне тата тăванĕсене пытарнă. Çанталăк ăшăтсан масарта хыр йывăçĕнчен тунă пураран çурт тума пуçăнаççĕ. Çуралнă ялăн проблемисене тарăннăн ăнланса ырă пуçару тунăшăн, сисĕмлĕ пулăшу кỹнĕшĕн Ирçе Тĕккинче пурăнакансем (тĕпрен илсен, ку ял çыннисен ытларах пайĕ _ пенсионерсем) Светлана Анатольевнăна пĕтĕм чун-чĕререн тав тăваççĕ, çирĕп сывлăхпа тулли телей сунаççĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 мая 2007
00:00
Поделиться