Шупашкартан _ Хисеп грамотипе, медальпе
Республикăри ачасемпе çамрăксен "Тантăш" хаçат редакцийĕпе ЧР Профессилле писательсен союзĕ пĕрле йĕркелекен "Букварьтен _ илемлĕ литературăна çити" конкурс кăçал вуннăмĕш хут иртрĕ. Унта 200 яхăн шкул ачи 260 ĕç тăратнă. Чи пултаруллă утмăл пулас сăвăçпа драматург, проза ăсти иккĕмĕш тура хутшăнма тивĕç пулнă. Вĕсен хушшинче пирĕн районти Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкулта тăххăрмĕш класра вĕренекен Инна Можаева та пур. Инна çиччĕмĕш-тăххăрмĕш классенчи ачасем хушшинче "Проза" номинацире иккĕмĕш вырăн йышăннă. Çак кунсенче Шупашкарта конкурс çĕнтерỹçисене чысланă. Инна тĕп хуламăртан Хисеп грамотипе тата ятарлă медальпе таврăннă.