Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Республикăри Спартакиадăра Карапайсем _ ИККĔМĔШ

 

Çĕмĕрле хулинче республикăри яшсем хушшинче иртнĕ призыв умĕнхи çар хатĕрленĕвĕн Спартакиадинче, ОБЖ преподавателĕ В.В.Столяров ертсе пынипе, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулти 9-11 классенче вĕренекенсем те ăмăртнă. Спартакиадăра _ кунта республикăри хуласемпе районсен 13 команди хутшăннă _ яшсем çар эстафетинче (граната макетне тĕл ывăтасси, пневматика винтовкинчен персе макета ỹкересси, тĕрлĕ чăрмавсем урлă иртесси, "аманнă салтака" малтанхи медицина пулăшăвĕ парасси), çар хатĕрленĕвĕн конкурсĕнче (автомата сỹтсе пуçтарасси, строй командисене пурнăçласси, салтак юррине юрласа утасси) тата нумай енлĕ çар спорчĕн вăййинче (100 тата 3000 метрлă дистанцисене чупасси, турник çинче çĕкленесси, граната макетне вăрăмăшне ывăтасси, пневматика винтовкинчен персе мишене лектересси) вăй виçнĕ. Жюри Спартакиада кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсен Карапайсен команди _ кунта Н.Сидоров, А.Ефимов, Геннадийпе Дмитрий Ларионовсем, А.Музеркин, А.Никифоров, М.Кузьмин, А.Романов, Н.Сельцов тата А.Шалтынов вĕренекенсем пулнă _ иккĕмĕш вырăна тухни палăрнă. Пирĕн командăна Спартакиада Кубокĕ парса чысланă. Яшсене Дипломсемпе, медальсемпе наградăланă.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 мая 2007
00:00
Поделиться