Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Профилактика ĕçне _ пĕрлехи вăйпа

 

Васан ял поселенийĕнчи профилактика комиссийĕ административлă территорире _ Васан, Ярăслав тата Кивĕ Шăмăршă ялĕсенче право йĕркисене çирĕплетес, тĕрлĕ преступленисен çулне пỹлес, профилактика ĕçне йĕркелес енĕпе ĕçлет. Çак комиссире _ 6 çын, ăна ял поселенийĕн пуçлăхĕ С.В.Ястребов ертсе пырать. Ун йышĕнче ял поселенийĕн депутачĕ, вырăнти вăтам шкул директорĕ Г.Н.Ларшников та пур. Профилактика комиссийĕн ларăвĕ кашни уйăхрах иртет. Тĕпрен илсен, ларăва условнăй майпа айăпланнисене, тĕрмерен таврăннисене чĕнтеретпĕр, çĕнĕрен престпулени тăвасран асăрхаттаратпăр. Ĕçкĕпе иртĕхсе пурăннă май, хăйсен ачисене кирлĕ пек пăхман ашшĕ-амăшĕсем те пулаççĕ ларура. Вĕсене сывă пурнăç йĕркисене тытса пымалли, ачасене тивĕçлĕ воспитани памалли пирки ăнлантаратпăр, ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварас е ăна пĕчĕклетес хăрушлăх пурри çинчен калатпăр. Сăмах май, Ярăславра кунашкал 2 çемье, Васанпа Кивĕ Шăмăршăра пĕрер çемье шутланать. Ларусенче милицин участокри уполномоченнăйĕ те пулать. Февраль уйăхĕнче районти профилактика комиссийĕ хăйĕн ларăвне Васанта ирттерчĕ. Тĕрĕсрех каласан, районти тата пирĕн ял поселенийĕн профилактика комиссийĕсен пĕрлехи мероприятийĕ пулчĕ. Унта район прокурорĕ Ю.А.Фуражников тата районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕ К.С.Махмутов та хутшăнчĕç. Ку ларăва условнăй майпа айăпланисене, ĕçлесе юсанмалла тунисене, çемьере хирĕçỹ-харкашу çĕклекенсене, тепĕр çын çине алă çĕклеме е вĕлерессипе хăратма юратакансене, право йĕркисене пăсма туртăм пур ытти граждансене чĕнтерсе илтĕмĕр. Комиссисен членĕсем вĕсемпе анлă калаçу ирттерчĕç, саккуна пăссан, тивĕçлĕ айăплав кĕтнине, сывă пурнăç йĕркисем гражданиншăн хăйĕншĕн те, обществăшăн та питĕ лайăх пулнине палăртрĕç. Çак лару, паллах, ял поселенийĕн комиссийĕн членĕсемшĕн те çав тери усăллă иртрĕ. Профилактика ĕçĕ валли пире паха сĕнỹсемпе канашсем нумай пачĕç районтан килнĕ комисси членĕсем. Акă, çак кунсенче ял поселенийĕн профилактика комиссийĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта эпир çамрăк хĕрарăма чĕнтерсе илтĕмĕр. Вăл, ниçта та тĕпленсе ĕçлеменскер, хăш чухне хĕрĕнкĕ пулкалать, нравственноçпа мораль йĕркисене те уясах каймасть. Çакнашкал пурнăç çамрăк хĕрарăма ялта илем кỹменни, вăл ырри патне илсе çитерменни пирки чылайччен калаçрăмăр унпа. Вăл малашне хăйне йĕркеллĕ тытма шантарчĕ. Паллах, эпир унпа çак лару хыççăн та тĕл пулса калаçатпăр, иртнĕ калаçу темине хускатсах тăратпăр. Комиссин малашлăх ĕç планĕнче _ культура, медицина, шкул учрежденийĕсен руководителĕсен тата милицин участокри уполномоченнăйĕн халăх хушшинче право йĕркисене çирĕплетес тĕлĕшпе туса пыракан ĕç-хĕлĕн отчечĕсене итлесси, çитменлĕхсене асăнса умри задачăсене палăртасси. Çỹлерех асăннă граждансен категорийĕсемпе профилактика ĕçне пĕр тикĕс туса пыма, вĕсен килĕнче тăтăшрах пулма тăрăшатпăр. Асăрхаттару-ăнлантару ĕçĕпе кăна çырлахмастпăр, кирлĕ пулсан районти тивĕçлĕ органсемпе çыхăнса пулăшу парас тĕлĕшпе те тимлетпĕр. Паллах, профилактика ĕçĕнче ял поселенин территорийĕнчи тĕрлĕ учрежденисен руководителĕсемпе тата милицин участокри уполномоченнăйĕпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, правопа çыхăннă мероприятисене пĕрлехи вăйпа йĕркелетпĕр. Статьяна вĕçленĕ май, çакна та палăртас килет. Уголовнăй тата административлă право йĕркисене пăсас туртăм пур граждансен, ĕçкĕпе иртĕхсе пурăнакансен тата ыттисен профилактика комиссийĕн членĕсен сăмахĕсене ăша хывма, тивĕçлĕ пĕтĕмлетỹсем тума тăрăшмалла. Çын хăйĕн йăнăшне тарăннăн ăнлансан кăна йĕркеллĕ пурнăç çулĕ çине тухма пултарать.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
12 мая 2007
00:00
Поделиться