Илем кỹреç тăван шкула
Сисĕнмесĕрех вĕренỹ çулĕ те вĕçленсе пырать. Акă, юлашки вĕренỹ уйăхĕ пуçланчĕ. Яланхи пекех çак вăхăт тĕлне районти тата республикăри предмет олимпиадисем те вĕçленеççĕ. Мĕнлерех çитĕнỹсемпе палăрчĕç-ха кăçал олимпиадăсене хутшăнакансем? Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче 21 олимпиадăна пурĕ 461 ача хутшăннă, 76 вĕренекен призер пулса тăнă. Грамотăсен хисепĕн ытларах пайĕ хальхинче те Шăмăршă шкулне ăсанчĕ, иккĕмĕш вырăнта _ Карапай Шăмăршăпа Анат Чаткас шкулĕсем, виççĕмĕш вырăнта _ Кивĕ Чукал шкулĕ. Уйрăм вĕренекенсем хушшинче Кивĕ Чукалти 9-мĕш класра вĕренекен О.Крикина палăрса тăрать. Вăл 5 предметпа районти олимпиадăсенче призер пулса тăчĕ (экономика, право, географи, обществознани, вырăс чĕлхи), виçĕ хутчен республика олимпиадисенче район чысне хỹтĕлерĕ. Районта тăватшар предметпа призер пулнисем те пур. Вĕсем _ Шăмăршă шкулĕнче вĕренекен Н.Атнекеевăпа (11 кл.) Л. Алимова (10 кл.) тата Анат Чаткас шкулĕнчи Г.Хамидуллина (11 кл.). Виçшер предметпа район грамотисене тивĕçнисене те палăртса хăварас килет: А.Петрова, М.Ульянов, Н.Басыров (пурте Шăмăршă шкулĕнчен), Е.Карзанова (Кивĕ Чукал), Л.Габитова (Палтиел). Районта икшер хутчен çĕнтерсе республикăри олимпиадăсене хутшăнакансем çаксем пулчĕç: М.Кудряшов, 11 кл., Шăмăршă шкулĕ (физика, политтехнологи), М.Кудряшов, 11 кл., Шăмăршă шкулĕ (физика, политтехнологи), Г.Хамидуллина, 11кл., Анат Чаткас (истори, экологи), Л.Алимова, 10 кл., Шăмăршă (истори, вырăс литератури), Л.Габитова, 11 кл., Палтиел (обществознани, вырăс чĕлхи), Л.Куропаткина, 9 кл., Палтиел (вырăс чĕлхи, тутар чĕлхипе литератури). Республикăри олимпиадăсенче те кăтартусем япăх мар. М. Кудряшов политехнологипе 4-мĕш, О.Крикина обществознанипе 5-мĕш вырăнсем йышăнма пултарчĕç. Палтиелĕнчи Л.Куропаткина вара Шупашкарта тутар чĕлхипе литература олимпиадисенче çĕнтерỹçĕ пулса Хусанта иртнĕ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăна хутшăнма тивĕçрĕ. Унтан вăл 18 регион хушшинче 4-мĕш вырăн йышăнса Дипломпа хаклă парне илсе килчĕ. Çавăн пекех Л. Хамидулловăпа (10 кл.) Г.Алтынбаева (11 кл.) та республикăра ирттернĕ тутар филологийĕн олимпиадинче 2-мĕш степеньлĕ Дипломсене тивĕçрĕç. Çавăн пекех вĕренỹ ĕçне парăнса ĕçлекен хăш-пĕр учительсен ячĕсене те асăнса хăварас килет. З.Н.Латыпова (Шăмăршă шкулĕ) вырăс чĕлхипе тата литературипе пурĕ 6 призер хатĕрлеме пултарчĕ. Е.Н.Муромцева та (Шăмăршă тата Пуянкасси шкулĕсенче ĕçлет) истори, право, обществознани предмечĕсемпе çавăн чухлех призерсем хатĕрленĕ. Н.Н.Зыковпа (Анат Чаткас) Г.П.Тридворнов (Кивĕ Чукал) _ пилĕкшер, В.Ф.Андронова (Шăмăршă) тăватă призер хатĕрленине те мухтамалла кăна.