Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Юрататăп тăван Шăмăрша

Эп çуралнă ял _ Шăмăршă. Кунтах эп çуралнă, вăрманти улăхри çемçе симĕс курăк çинче çарран чупнă, выляса, кулса ỹснĕ. Мĕнпе пуян-ха прĕн ял? Çĕнĕ Культура керменĕ, налук инспекцийĕн çурчĕ, çĕнĕ аптекăпа сбербанк çурчĕсем чăннипех те илемлĕ. Çулран çул район центрĕнче чаплăран та чаплă çуртсем ỹссе лараççĕ. Çуртсенче вара газĕ, шывĕ т. ыт. те пур. Çуллахи илемлĕ те шăрăх кунсенче Культура Керменĕ çурчĕ умĕнче вырнаçнă фонтан çамрăккисене те, ваттисене хăй патне чĕнет, илĕртет. Вăрманĕ тата мĕнешкел хитре те пуян! Çуллахи пуян вăрман пире кăмпипе тата çырлипе, милĕкĕпе те, тутлă та чăштăртатса типсе выртакан уттипе илĕртет! Сарăлса выртакан тем анлăш симĕс вăрман витĕр хĕвеланăç еннелле утса е ларса кайсан Улатăр хулине те çитсе курма пулать. Организаципе предприятисем умĕнчи хитре чечек клумбисем чуна савăнтараççĕ. Хитре хĕрлĕ, сарă тюльпансем хăйсен илемĕпе куçа йăмăхтараççĕ. Манăн ялăм хуларинчен пĕрре те кая мар. Пирĕн ял çумĕпех çатма пек тикĕс асфальт выртать. Пĕр еннелле ларса кайсан пирĕн тĕп хуламăра Шупашкара, тепĕр еннелле ларса кайсан Чĕмпĕр хулине çитсе курма пулать. Вырăсĕ, чăвашĕ, тутарĕ, ирçе халăхĕсемпе пуян ман çуралнă ялăм. Вĕсем пурте пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ, кар тăрса ĕçлеççĕ. Шкулта та пур национальность ачисем килĕштерсе вĕренеççĕ. Çулла кăна мар, хĕлле те хитре Шăмăршă. Çĕнĕ çул уявĕ умĕн тата та илемлĕрех курăнать район центрĕ! Пур çĕрте те тенĕ пекех хитре теттесемпе илемлетнĕ симĕс чăрăшсем, темиçе тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе çутатакан гирляндăсем илем кỹреççĕ. Хулари урамсемпе иртсе пынă пекех туйăнать. Ахальтен мар ĕнтĕ Раççей Президенчĕ В.Путин та килсе курчĕ пирĕн района. Эпир чăннипех те тивĕçлисем пултăмăр çак чыса. Пирĕн шкул валли (ачасем валли, паллах) Путин компьютерсем парнелерĕ, вĕсем пире вĕренỹре питĕ кирлĕ-çке. Çакăн пек çитĕнỹсем туни вăл, паллах, пирĕн район пуçлăхĕнчен В.П.Фадеевран та килет. Вăл тăрăшнипех эпир çакăн пек лайăх вырăнта, илемлĕ Шăмăршъенте пурăнатпăр. Кам пулса курман Шăмăршъенре, тархасшăн килсе курăр, пĕрре те ỹкĕнмелле пулмĕ! Хапăл туса кĕтетпĕр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 мая 2007
00:00
Поделиться