Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Район хаçачĕ 75 çул тултарас умĕн

 

Хаçат 1976 çулта мĕн çырнă? Симĕс патрульсем ĕçре ШĂМĂРШĂРИ вăтам шкулта йĕркеленĕ симĕс патруль членĕсем вăрман хуçалăхне чылай пулăшу параççĕ. Вĕсем Çĕнĕ çул умĕн, çирĕплетнĕ график тăрăх, вăрмана кĕрекен çулсем çинче дежурствăра тăчĕç. Çамрăк чăрăшсене сĕмсĕррĕн касса сиенлетекенсене сыхларĕç, хăшне-пĕрне вăрмана çитичченех çавăрса янă тĕслĕхсем те пулчĕç. Вĕсем ирĕк памасăр 4 чăрăш каснă икĕ çынна лесничествăна илсе пынă.

 

В.КАЛАШНИКОВ. (Январĕн 20-мĕшĕ).

 

Лашасене çăлса хăварнă

 

ПИЛЛĔКМĔШ класра вĕренекен Толя Уресметов хур чĕпписене ас тунă. Сасартăк вăл çывăхри лаша витинчен тĕтĕм, унтан çулăм тухнине асăрханă. Толя ним тăхтаса тăмасăр вите еннелле ыткăннă, алăка уçса лашасене хăваласа кăларма тытăннă. Çапла вара, Т.Уресметов колхоз лашисене çунса вилесрен çăлса хăварнă. Çакăншăн маттур пионера "Аврора" колхоз правленийĕ чĕререн тав тунă.

 

Н.ПРОХОРОВА. Асанкасси ялĕ. (Майăн 17-мĕшĕ).

 

Машина паркĕ ỹсет

 

РАЙОНТИ "Сельхозтехника" пĕрлешĕвĕнчи машина-трактор паркĕ çулсеренех пуянланать. Халиччен кунта 54 автомашина пулнă пулсан, çак кунсенче çĕнĕрен ЗИЛ-157 маркăллă 4 автомашина илсе килнĕ. Груз турттаракан çĕнĕ машинăсемпе ĕçлеме коллективра тăрăшулăх кăтартакан шоферсене шанса панă.

 

А.МИРОВ. (Августăн 25-мĕшĕ).

 

Совхоза _ ĕç парни

 

ВАСАНТИ вăтам шкулта вĕренекенсем çуллахи каникул кунĕсенче, çавăн пекех çĕрулмипе чĕкĕнтĕр пухса кĕртнĕ тапхăрта "Шемуршинский" совхоза нумай пулăшрĕç. Çĕрулми кăна 115 тонна ытла пухса панă ачасем. Çак ĕçре 10 "б" (класс руководителĕ Н.А.Архипов) тата 8 "б" (класс руководителĕ Р.Г.Смаева) классенче вĕренекенсем уйрăмах хастар ĕçленине палăртмалла.

 

 Г.ЛАРШНИКОВА. (Октябрĕн 8-мĕшĕ).

 

Республикăра мала тухнă

 

ШУПАШКАРТА республикăри МВД сотрудникĕсем пистолетран тĕл персе мала тухас тĕлĕшпе ăмăртнă. Унта 30 команда хутшăннă. Пирĕн район команди (милици инспекторĕсем И.Алтындаевпа Е.Сетриванов) 2003 очко пухса, республикăра пĕрремĕш вырăн йышăннă.

 

Г.СЕМЕНОВ. (Октябрĕн 25-мĕшĕ).

 

 Водительсемшĕн тăрăшса

 

ШĂМĂРШĂРАН Канаш енне кайнă чух Карапай Шăмăрша çитиччен, çулăн сулахай енче çул-йĕр ăстисем хĕрсех ĕçленине курма пулать. Çак вырăнта мĕн пуласси, паллах, кашни çул çỹрекенех интереслентерет. Районти ГАИ инспекторĕ каланă тăрăх, кунта шоферсем валли площадка тăваççĕ. Унта канма лайăх условисем тума палăртнă: апат-çимĕç пĕçерме, машинăсене юсама тата çума эстакада пулать. Çак ĕçсене Канашри 3-мĕш номерлĕ ДРСУ пурнăçлать.

 

А.МИХАЙЛОВ. (Декабрĕн 29-мĕшĕ).



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 мая 2007
00:00
Поделиться