Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

ПĔР СЕМЬЕРЕН ВИÇÇĔН

 

 Вăрçă çулĕсенче ялти кашни çемьерех кам та пулсан фронта тухса каймашкăн повестка илнĕ. Пирĕн икĕ тетепе атте те çĕнтерĕве çывхартнă. Аслă тетене, Ваççанна, 1939 çулта Хĕрлĕ Çар ретне илчĕç. Мĕн вăрçă пуçланичченех вăл Молдавири Тирасполь хулинче службăра тăнă. 1941 çулхи июнь уйăхĕнче вĕсен дивизине Одесса çывăхнелле куçарнă. Часах соединени тăшман ункине лекнĕ. Хамăр çарсен тĕп вăйĕсемпе пĕрлешес тĕллевпе салтаксем пĕчĕк ушкăнсене пайланса Хĕвелтухăçнелле çул тытнă: çĕрле утнă, кăнтăрла фашистсенчен пытанса ларнă. Ялсенче старостăсемпе полицайсенчен те сыхланмалла пулнă. Кĕскен каласан, ункăри салтаксене кашни утăмрах вилĕм кĕтнĕ. Фронт пысăк хăвăртлăхпа Хĕвелтухăçнелле куçнă май, хамăр çарсемпе пĕрлешме май килмен: Украинăри Сума облаçĕнче боецсем пĕр-пĕринчен уйрăлса, тăшман тылĕнче юлма тĕв тунă. Ваççа тете пĕр ялти карчăк патĕнче пытанса пурăннă. Телее, ватă хĕрарăм патне староста та, полицайсем те пырса ухтарман. 1943 çулхи июль уйăхĕнче Сума облаçне тăшманран ирĕке кăларсан, фрицсен тылĕнче 3 уйăх çĕнĕрен çар ĕçне вĕреннĕ хыççăн вĕсене фронта янă. Хальхинче тете артиллери чаçĕнче çапăçнă. Анчах та нумаях çапăçма тỹр килмен ăна, пĕр çапăçура йывăр аманнăскере сипленме Тбилисири госпитале хунă. Урăхран алла пăшал тытайман тете. 1944 çулхи декабрьте вăл киле таврăнчĕ. Пĕр хушă военрук пулса ĕçленĕ хыççăн Çĕрпỹре шоферсен курсне пĕтерчĕ. Каярахпа Шупашкара ĕçлеме куçрĕ, авланса çемье çавăрчĕ. 1993 çулта Ваççа тете çĕре кĕчĕ. 1942 çулхи февраль уйăхĕнче 45 çулхи атте те фронта тухса кайма повестка илнĕ. Вăл граждан вăрçине те хутшăннă пулнă. Комсомольски районĕнче 3 уйăх çар ĕçне вĕренсен атте çапăçу хирне тухнă. 1943 çулта Брянск хулине ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçура вăл йывăр аманнă. Калугăри госпитальтен аттерен çырусем тăтăшах килсе тăратчĕç. Юлашки çырăвĕнче хăйне Курск çывăхнелле куçарни çинчен çырнăччĕ вăл. Урăхран сассине памарĕ юратнă атте, вилни çинчен "хура хут" та килмерĕ. 1946 çулта кăна вăл паттăрсен вилĕмĕпе вилни çинчен район комиссариатĕнчен хурав çитрĕ. 1943 çулхи ноябрь уйăхĕнче 1926 çулта çуралнă Миша тетен те салтак гимнастеркине тăхăнма черет çитрĕ. Тете ун чухне 17 çулта кăна пулнă-ха. 1944 çулхи май уйăхĕччен вăл Вăрнарта çар ĕçне хăнăхнă. Эпĕ те, анне те ун патне икĕ хутчен кучченеçсемпе кайса килтĕмĕр. Малтанласа тете Псков хули çывăхĕнче çапăçнă. Тăшмана пĕр чарăнми Хĕвеланăçнелле хăваланă чух пĕр вăхăт Карапай Шăмăршă йĕкĕчĕпе Аркадий Федоровпа çапăçма та тỹр килнĕ. Анчах та пĕр çапăçура аманса, тете госпитале лекнĕ. Унтан сывалса тухсан танксен десант полкĕнче çапăçнă. Валдай хули çывăхĕнче нимĕç снарячĕ лексе танк башнине сывлăша сирпĕтнĕ. Снаряд ванчăкĕсене пула тете пуçран йывăр аманнă. 1945 çулхи июнь уйăхĕнче Миша тете тăван яла иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулса таврăнчĕ. Тĕрлĕ çулсенче колхозра аслă конюх, учетчик, бригадир, ревкомисси председателĕ пулса вăй хучĕ, 1988 çулхи сентябрьте пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Канăçлă ыйхăпа çывăрăр, атте, икĕ тетем. Эсир Тăван çĕршыва нимĕç оккупанчĕсенчен тасатассишĕн паттăррăн çапăçнине эпир асрах тытатпăр, пуç таятпăр.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 мая 2007
00:00
Поделиться