Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Манмаççĕ, асрах тытаççĕ

 

 

Пуянкасси ялĕнче çуралса ỹснĕ Евгения Григорьевна Кириллова. Патăрьелĕнчи педагогика училищине вĕренсе пĕтерсен Васанти шкулта ĕçлеме пуçлать. 5 çул сисĕнмесĕрех иртсе каять юратнă ĕçре... Акă мĕн каласа парать Женя Кириллова пирки çав вăхăтра шкулта вĕреннĕ, халĕ Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Агафья Петровна Васильева ĕç ветеранĕ: "Епле лайăхчĕ, ырă чунлăччĕ вăл, пирĕн Евгения Григорьевна! Ачасене тỹрĕ кăмăллă, хастар, тирпейлĕ те ĕçчен пулма. Тăван çĕршыва чĕререн юратма вĕрентетчĕ. Ял халăхĕ ăна халĕ те ырăпа асăнать. Евгения Григорьевнаран тĕслĕх илсе эпир те, хамăр классри виçĕ хĕрача, учитель профессине суйласа илтĕмĕр, пурнăçа халăха вĕрентес ĕçе халалларăмăр. 1942 çулхи апрель уйăхĕнче юратнă учительницăна вăрçа ăсатса ятăмăр. Пĕтĕм шкул, ял-йыш тухнăччĕ ăна ăсатма. Эпир чунтан хурланса уйрăлтăмăр юратнă учительницăран... Шел, таврăнаймарĕ вăрçă хирĕнчен, пĕр çапăçура вилмеллех аманнă терĕç... Эпир ăна нихăçан та манас çук..." ...Шăмăршă районĕнчен пĕрле кайнă хĕрсем Хусанти вĕренỹ кунĕсенчех пĕр-пĕринпе çирĕп туслашнă. Оля Лукьянова (Асьял), Таня Карсакова (Ярăслав), Женя Кириллова (Пуянкасси), Ольга Шихранова (Анат Чаткас), Зоя Люнгина (Ишлĕ Матак), Анна Пушкарева (Хĕрлĕ Чутай районĕ) тата ытти хĕр-тантăшсем вăрçă çулĕпе пĕрле утаççĕ. Тĕрлĕ сăнав пункчĕсенче пулнă пулин те, чăваш хĕрĕсем пĕр-пĕринпе курнăçсах тăнă, çĕнтерĕве çывхартассишĕн çĕрне-кунне пĕлмесĕр кĕрешнĕ, чăваш ятне яман. 1944 çулта хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" медаль те илме тивĕçлĕ пулнă хĕрсем. Аса илмелли кашнийĕнех нумай, нихăçан та манăçа тухмаççĕ вăрçă кунĕсем... _ Астăватăп-ха, 1944 çулхи декабрьте Белоруссинчи пĕр ялта тăратпăр. Пирĕн сăнав пунктĕнче пилĕк çын, отделени командирĕ çукчĕ. Эпир пурте çĕрпỹртре канатпăр. Оля телефон умĕнче. Çав вăхăтра постри дежурнăй пĕлтерчĕ: "Ялта перкелешỹ пырать. Тăшмансем хуçаланма тытăннă иккен (татăлса юлнă, вăрттăн тарса-пытанса çỹрекен ушкăн). Ял Советĕнчен вĕсем калаçнине пирĕн телефонистка итлесе ĕлкĕрнĕ. Тăшмансем çинчен 2 километрта тăракан çарсене пĕлтерсе ĕлкĕрчĕ çеç, пирĕн çине минометсемпе пеме пуçларĕç, çыхăнăва татрĕç. Эпир те тỹрех хирĕç пеме пуçларăмăр, пулăшу та вăхăтра çитрĕ. Анчах та çав каçхине тăшмансем ялти темиçе çынна тискеррĕн асаплантарса вĕлернĕ, - аса илет О.А.Гуленко. Паллах, сăнавçăсен яланах сыхă, çивĕч куçлă пулмалла, çакна яланах асра тытнă чăваш хĕрĕсем. Пĕрле çапăçнă Васанти шкул учительницине Женя Кириллована ăшшăн аса илеççĕ хĕрарăм-ветерансем, паттăр та хăюллă хĕр вăрçă хирĕнчен таврăнайманшăн хытă кулянаççĕ...



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 мая 2007
00:00
Поделиться