Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Мăн асатте

 

МАНĂН мăн асатте _ Василий Маркелович Улюкин. 1939 çулта салтак тумне тăхăннă вăл, Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнине çарта кĕтсе илнĕ. Мăн асатте фашистсене хирĕç çапăçма пуçланă. Вăл, аслă сержант, разведка ушкăнĕн командирĕ пулнă, тăшман тылне тăтăш çỹренĕ. 1944 çулта мăн асатте разведкăран таврăнайман. Çакăн хыççăн яла вăл хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен хут килнĕ. Мăн асанне _ Евдокия Константиновна - вăрçă вăхăтĕнче, ун хыççăнхи çулсенче те ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ. Вăрçă çулĕсенче унăн икĕ ачи чирлесе вилнĕ. Мăн асаннене эпир пурте хытă юрататпăр, мăн асаттепе те мухтанатпăр, унăн ятне асрах тытатпăр. Вăрçăра хыпарсăр çухалнă мăн асаттене халалласа эпĕ сăвă çыртăм. Унпа хаçат вулакансене те паллаштарас килет. Вăл мăн асаттешĕн чечек кăшăлĕ вырăнне пултăр. Вăрçăран мăн асатте таврăнайман, Тăван çĕрне, килне вăл урăх курайман. Хăш çĕршывра-ши унăн вил тăпри? Хурасчĕ ун çине çитсе чечек çыххи... Мăн асанне ун çыруне вулать, Тутăр вĕçĕпе тек куççульне шăлать. Аса илет пуль иртнĕ пурнăçне, Виç ачапа тăрса хăй юлнине... Мăн асатте курсанччĕ халь пире, Мăнукĕсем ỹссе çитĕннине. Вăл пирĕншĕн юн тăкнă вăрçăра, Хăй çухалнă пĕр хыпарсăрах. Ан пултăрччĕ тек вăрçă çĕр çинче, Хĕвел шевли вылятăр питсенче. Манар мар нихçан та иртнине, Вăрçăра выртса юлнисене. Марина УЛЮКИНА, çиччĕмĕш класра вĕренекен. Пăчăрлă Пашьелĕнчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлỹ паракан шкул. Хĕвеллĕ май кунĕ ĕмĕрлĕхе асра юлчĕ 1945 çулхи хĕвеллĕ май уйăхĕ пуçланчĕ. Пирĕн çарсем Берлина штурмласа парăнтарнăччĕ ĕнтĕ. Анчах та гитлеровецсен хăш-пĕр чаçĕсем пурпĕрех хаяррăн çапăçнине те пĕлсе тăраттăмăр эпир. Вăрçă паян-ыран Аслă Çĕнтерỹпе вĕçленессине, пирĕн хуйхăллă кунсем çутă пуласлăхпа ылмашăнассине эпир питĕ лайăх ăнланаттăмăр. Эпĕ ун чухне Пăчăрлă Пашьелĕнчи тулли мар вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренеттĕм. Вăл вăхăтра хаçатсемпе радио та пулман-ха. Çĕнĕ хыпарсене пире учительсем пĕлтерсе тăратчĕç. Майăн 9-мĕшĕнче, дежурнăй пулнă май, шкула иртерех кайрăм эпĕ. Шкула çитсен М.И.Архипована куртăм. Шкул директорĕ класран класа çỹретчĕ. Вăл, ахăртнех, кама та пулин тĕл пулас тесе уткаланă ĕнтĕ. Мана асăрхасан, Матрена Ивановна савăнăçлăн кăшкăрса ячĕ: "Еливанов, эсĕ килтĕн-им? Леня, вăрçă пĕтнĕ! Фашистсене ĕнер парăнтарнă! Вĕсем хăйсен хĕç-пăшалне пăрахса аллисене çĕкленĕ. Паян пысăк уяв _ Çĕнтерỹ кунĕ. Уроксем пулмаççĕ паян". Матрена Ивановна пĕр класа кĕчĕ те учитель сĕтелĕ çине сарнă хĕрлĕ пусмана илсе тухрĕ, мана патак татки тупса килме хушрĕ. Эпир Çĕнтерỹ ялавне турăмăр та эпĕ ăна шкул çивиттийĕ çине хăпарса çакрăм. Часах учительсем те, вĕренекенсем те пуçтарăнчĕç. Вĕсем, савăнăçлă та чуна ăшăтакан хыпара пĕлнĕ май, хыттăн шавларĕç, кăмăллăн кулкаларĕç. Шкулта военрук пулса ĕçлекен М.Л.Решетников _ вăл фронтран йывăр аманса таврăннă офицерччĕ, пирĕн района эвакуаци йĕркипе килнĕ çемйи патне çаврăнса çитнĕ фронтовикчĕ _ пире, вĕренекенсене, пĕр колоннăна йĕркелесе тăратрĕ. Часах ачасем пионерсен дружинин ялавне тата горнпа параппан илсе тухрĕç. Астăватăп-ха, мана параппан пачĕç, горн вара алăсем тăрăх кайрĕ. Ачасем унпа пĕр-пĕринпе черетленсе "Çĕнтерỹ салютне" пачĕç. Малтанах пирĕн колонна Ленин урамĕпе больница патнелле утрĕ, кун хыççăн вара Партизансен урамĕпе кайса Советская урамнелле пăрăнтăмăр, ял Совечĕн çурчĕ еннелле çул тытрăмăр. Военрук ертсе пынипе, утнă май, эпир: "Да здравствует Красная Армия!" тата "Товарищ Сталин _ организатор и вдохновитель всех наших Побед!" - тесе кăшкăрса пытăмăр. Вăл вăхăтра çурхи ĕçсем те пуçланнăччĕ ĕнтĕ, хĕрарăмсем кĕреçепе пахча чаватчĕç. Пире курсан хĕрарăмсем савăнăçлăн кулкаласа, куççулĕсене шăлкаласа (вĕсенчен чылайăшĕн фронтра мăшăрĕсем пуç хунăччĕ, çак хĕвеллĕ кун хăйсен хаклă çыннисене аса илнĕ ĕнтĕ) пирĕн колоннăпа утма тытăнчĕç. Пĕр хĕрарăм вара хăйĕн хĕрлĕ тутăрне салтрĕ те, куç тĕлне лекнĕ патак çумне çыхса хучĕ. Ăна колонна пуçне тăратрĕç. Çакна кура тепĕр хĕрарăм та хăйĕн хĕрлĕ саппунне салтса пусă патнелле чупса кайрĕ, çекĕлĕ хуçса ялав турĕ. Çапла вара, эпир хыттăн кулкаласа, шỹтлесе тата юрăсем юрласа урамсем тăрăх васкамасăр утрăмăр. Тахăш урамра вара купăс сасси янăрама пуçларĕ. Ял Совечĕн çурчĕ умне çитнĕ тĕле пирĕн колонна питĕ вăрăмччĕ ĕнтĕ. Çурт чỹречине уçса, стена çине питлĕхе аса илтерекен çавра репродуктор кăларса хунăччĕ. Радиопа савăнăçлă кĕвĕ-юрă тата Германи çарĕ капитуляци туни пирки ТАСС пĕлтерĕвĕ янăрарĕ. Эпир пурте çурт умне кĕпĕрленсе тăрсан райисполком председателĕ Д.Г.Григорьев сăмах илчĕ, Хĕрлĕ Çар чаплă Çĕнтерỹ тунине палăртрĕ, пурне те уяв ячĕпе саламларĕ. Кун хыççăн такам купăс илсе килчĕ те, ял çыннисем такмакласа ташлама, савăк юрăсем юрлама пуçларĕç. Хĕвеллĕ мир кунĕсем пуçланни, хуйхă-асапсем хыçа юлни, ял çыннисем фронтра паттăррăн çапăçса вилнине хыпарлакан "хура хутсем" текех килменни пурне те савăнтарчĕ, çутă ĕмĕтсемпе çунатлантарчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 мая 2007
00:00
Поделиться