Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Халăх педагогики тата воспитани

 

 Ваттисем ĕлĕкренех çапла каланă: "Тырă пулмасан _ пĕр çул хуйхă, ывăл-хĕр ăнмасан _ ĕмĕрлĕх хуйхă". Асатте-асаннесем çамрăк ăру пирки пăшăрханни ахальтен мар. Ачасем _ пирĕн пуласлăх, тĕрек. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани параймасан çемье те телейлĕ пулмĕ, йĕркесĕр те чирлĕ ачасенчен çитĕннĕ çынсем обществăна усă кỹреймĕç. Çемье _ патшалăхăн пĕр пĕчĕк пайĕ шутланать. Ачана тивĕçлĕ воспитани парасси чи малтан унпа çыхăннă. Ашшĕ-амăшĕн, хăйĕн тĕпренчĕкĕ ватлăхра тĕрек пултăр тесе, халăхăн чи ырă енĕсем урлă ачана ăс памалла. Халăх педагогики çак ăнлавсене пĕрлештерет: ĕçченлĕх, ырă кăмăллăх, пĕр-пĕрне чăтасси тата каçарасси, хỹтлĕхсĕр юлнисене пулăшасси, аслă ăрăва сума сăвасси. Воспитанире ку енсене тĕпе хурсан, паллах, ачасенче çынлăх туйăмĕсем вăранасси куç кĕретех. Халăх сăмахлăхĕпе (уйрăмах ваттисен сăмахĕпе, юмах-халаппа, витлешỹ сăмахĕпе) тата хăйĕн тĕслĕхĕпе витĕм кỹнĕ ачисене ашшĕ-амăшĕ. Чăвашсем ачи-пăчине мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă. "Виççĕри хĕр амăшне пулăштăр, пиллĕкри ывăл ашшĕне пулăштăр" тени пурнăç девизĕ вырăннех пулнă. Кирек мĕнле ĕçе те хăйсемпе пĕрле ачисене илнĕ: ака-сухана тата тырçине хутшăнтарнă, ал ĕçне хăнăхтарнă, тирпей-илем çине тимлĕх уйăрнă. Вăхăтне кун çутипе пуçласа хĕвел аниччен ĕçре ирттерекен чăваш кахал-юлхава питлет, пĕтĕмлетỹ тăвать: "Ахаль тăриччен кĕрĕк арки те пулин йăвала". Ырă кăмăллăх _ тỹлек пурнăçăн никĕсĕ, туслăхпа тăванлăх тĕрекĕ. Çакна витĕр туйса пурăнакан ашшĕ-амăшĕ пĕр-пĕрне хисеплессине, ал парассине ачисенче аталантарнă. Çавна май вăйăра е ĕçре сиксе тухнă хирĕçỹсене татса пама тăрăшнă, пĕр-пĕрне ăнланма, каçарма вĕрентнĕ. Чăваш психологийĕшĕн вăйли вăйсăррине кỹрентерни ют. Ахальтен мар ĕнтĕ. Амăшĕ е ашшĕ ачи-пăчине ал вăйĕпе ăс пани тĕл пулать. Кĕçĕнни аслин мăшкăлне тỹсмелле мар, унран хỹтлĕх тупмалла-çке. Халăх педагогикинче ачасене тĕн урлă ырра вĕрентесси те çивĕч ыйтусенчен пĕри шутланать. Тĕн йĕрки тăрăх, хỹтлĕхсĕр юлнисене пулăшни _ сăваплă ĕç. Ваттисем çакна ĕлĕкрен вĕт-шакăра ăша хывма пулăшнă. Халăх вĕрентĕвĕн тепĕр тĕп ыйтăвĕ _ çитĕнекен ăрăва аслисене хисеплеме вĕрентесси. Пĕр сăмахпа, халăх вĕрентĕвне воспитани ĕçĕнче мала хуни çитĕнекен ăрăва пурнăçăн тупсăмне тĕрĕс тупма пулăшать.

 

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 мая 2007
00:00
Поделиться