Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Чуна тыткăнларĕç юрăсем - кăмăла çĕклерĕç ташăсем

 

Шăмăршă районĕ 80 çул тултарнине тата Ача çулталăкне халалланă фестивалĕн райцентрти Культура керменĕнче иртнĕ пĕтĕмлетỹ мероприятине _ гала концерта ял поселенийĕсен чи пултаруллă художество ушкăнĕсемпе уйрăм солистсем хутшăнчĕç. Пуян содержаниллĕ программăна Культура керменĕн пултарулăх коллективĕ "Тăван Шăмăрш Ен" музыкăпа хореографи композицийĕпе уçрĕ. Шăмăршăри З.Головинская Шăмăршă тăрăхне халалланă хăйĕн сăввине вуласа панă хыççăн сцена çине пĕрин хыççăн тепри вокал ансамблĕсемпе уйрăм солистсем тухрĕç, халăха илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Кивĕ Чукалти, Карапай Шăмăршăри, Васанти, Пăчăрлă Пашьелĕнчи хĕрарăмсен, Пуянкассинчи арçынсен вокал ансамблĕсем "Тăванран хакли çук", "Савни вăййа тухмарĕ", "По гладким камушкам", "По тропинке" тата "Шăпчăксем юрланă чух" юрăсене чуна тивмелле шăрантарчĕç. Л.Петровапа Т.Морозова, А.Курносовапа С.Синелев (Анат Чаткас), Э.Егоровапа Иван Тихонов, А.Смаевапа Э.Егорова (Васан) вара дуэтпа "Шăпа", "Сансăр пуçне", "Пулнă пуль", "Шур-шур урлă" юрăсене ăста юрларĕç. Уйрăм солисткăсен _ Шăмăршăри Л.Ермолаеван "Оранжевое лето", Карапай Шăмăршăри М.Назарован "Маленькая королева", Чукалти С.Еремеевăн "Тавах атте-анне", Кивĕ Чукалти Т.Малееван "Уходи горе", Пуянкассинчи Е.Муромцеван "Счастья тебе, Земля моя", юррисене те ăшшăн йышăнчĕ тулли зал. Яланхи пекех, Ярăславри Тихоновсен çемье ансамблĕ те хăйĕн çепĕç юррипе куракансене тулли савăнăç кỹчĕ. Екатерина Муромцева солисткăн пултарулăхĕ çинче уйрăммăн чарăнса тăрас килет. Шăмăршăри вăтам шкулăн 8 класĕнче лайăх паллăсемпе вĕренсе пыраканскер, Ача-пăча искусство шкулĕнче юрлас ăсталăха туптаканскер, Катя хăйĕн илемлĕ сассипе залра ларакансен чунĕсене тỹрех тыткăна илет, чĕрере ачаш туйăмсем çĕклет. Халăх юррисене те, лирикăллă тата эстрада произведенийĕсене те вăл пĕрешкел ăста юрлать. Пултаруллă солисткăна республика сцени çинче те пысăк çитĕнỹсем тума ăнăçу сунас килет. Кивĕ Чукалти З.Карзанова ертсе пыракан "Пилеш" фольклор ансамблĕ (аккомпаниаторĕ З.Савельев) район мероприятийĕсене тăтăшах хутшăнать, халăха хăйĕн интереслĕ программипе килентерет. Хальхинче те коллектив сцена çине илемлĕ юрă-ташă композицийĕпе тухрĕ. Çак ялти Н.Ильичевапа Л.Рубцова ĕç ветеранĕсем вара савăк такмаксем каларĕç. Шăмăршăри "Фламинго", "Антонина" тата Васанти ташă коллективĕсем чăваш, вырăс, тутар ташшисене çĕкленỹллĕ кăмăлпа ташласа пачĕç. Васанти культура çурчĕ çумĕнчи драма кружокĕн членĕсем кулăш мыскарине витĕмлĕн те ĕнентерỹллĕн кăтартнă хыççăн залра ларакансем чылайччен алă çупрĕç. Гала концертăн анлă программине вĕçлесе, "Антонина" халăх ташă коллективĕ "Тăван çĕршывăм" композиципе кашнийĕн чун-чĕринче ăшă туйăмсем хăварчĕ.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 мая 2007
00:00
Поделиться