Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Çамрăк учительсен семинарĕ

 

НУМАЯХ пулмасть Шăмăршăри вăтам шкулта районти çамрăк учительсем валли семинар иртрĕ. Малтанах педагогсем _ шкулта 3 çултан каярах ĕçлекенсем - 11 "Л" класри обществознани урокĕнче пулчĕç. Çак уçă урока Е.Н.Муромцева питĕ интереслĕ йĕркелесе ирттерчĕ. Малалла вара семинар ĕçне шкул директорĕн заместителĕсем _ В.В.Хорьковапа Е.В.Удочкина ертсе пычĕç. Педагогика ĕçĕнче малтанхи çулсенче класс руководителĕсем тĕрлĕ йывăрлăхсемпе тĕл пулнине шута илсе, Вера Васильевна ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе мĕнлерех ĕçлесе пыни çинчен каласа пачĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, педагог пулса пĕр улшăнми 35 çул ĕçлекен Е.В.Удочкина Учителĕн ылтăн кодексĕ çинче чарăнса тăчĕ, йывăр та пархатарлă ĕçре чыслăн та чăтăмлăн, таса чун-чĕрепе вăй хума чĕнсе каларĕ. Елизавета Васильевна хăйĕн ĕç опычĕпе паллаштарнине те тимлĕн итлерĕç çамрăк учительсем. Райадминистрацин тĕп специалисчĕ А.Н.Краснов вара патшалăх çамрăк специалистсем валли уйăракан çăмăллăхсене асăнчĕ, çĕнĕ çурт-йĕр çавăрма, хваттер туянма, пурăнмалли условисене лайăхлатма сисĕмлĕ пулăшу илме май пуррине палăртрĕ. Райадминистрацин вĕрентỹ пайĕн методисчĕ Г.Н.Иванова çамрăк педагогсене "Вĕрентỹри чи лайăх çамрăк работник" район конкурсĕн Положенийĕпе паллаштарчĕ, учительсен вĕрентĕвне йĕркелемелли ыйтусемпе çыхăннă анкета çыртарчĕ.



"Шăмăршă хыпарĕ"
09 мая 2007
00:00
Поделиться