Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

КĔРКУННЕ ПỸЛМЕСЕМ ТУЛЛИ ПУЛĔÇ

 

Хĕл ăшă тăни каярахпа савăнтармасть, теççĕ. Ир килнĕ çуркунне пирки те çакнах каламалла. Кăçал çак чăнлăх чăннипех те тỹрре килет: икĕ эрне каяллах пуçланнă уй-хир ĕçĕсем паян-ыран вĕçленеççĕ теме çук. Çĕр ĕçченĕсенчен килекен сăлтав мар ку _ çанталăка пула, çĕр пур çĕрте те пĕр пек ĕлкĕрсе çитеймест, чылай лаптăксене вара халĕ те тракторсемпе кĕме май çук. Çапла çав: çут çанталăк ирĕкĕнчен иртеймĕн... _ Халиччен çур акине тахçанах вĕçлемеллеччĕ, - хăйсен пăшăрханăвне пытармаççĕ "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕн механизаторĕсем. _ Техника юсавлă, вăрлăхсем çитеççĕ, минераллă удобренисем пур. Çĕр ĕлкĕрейменни, кунсем сивĕ тăни кансĕрлеççĕ. Ĕнер те, авă, еплерех юр вĕçтерчĕ. Ăнланма пулать хресчен пăшăрханăвне. Вăл, мĕнле пулсан та, вăхăтра акса-лартса хăварасшăн, кĕркунне тулли пỹлмесемлĕ пуласшăн. Пĕр сăмахпа, ял ĕçченĕ хĕрỹ тапхăрта уяр çанталăкпа туллин усă курма тăрăшать. Чаткассем пирки те çакнах каламалла. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кăçал ултçĕр гектартан кая мар акса хăварма палăртнă. Паянхи кун тĕлне 400 гектар ытларах акма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Валерий Васильев агрегачĕ хăй кăна 170 гектар тулă акма ĕлкĕрнĕ. Çавăн пекех, акара Владимир Бурановпа Алик Бакланов механизаторсем те тăрăшуллă. Паллах, 80 гектар урпа, çакăн чухлех сĕлĕ тата 20 гектар пăрçа вăрлăхĕ хăйсем тĕллĕн çĕре варăнман ĕнтĕ. Хуçалăхра, çĕр ĕлкĕрсе пынă май, пур ĕçе те вăхăтлă пурнăçлама тăрăшнă, тăрăшаççĕ те. Кунта çĕртме пуссине, кĕр калчисемпе нумай çул ỹсекен курăксен лаптăкĕсене пĕтĕмпех вăхăтра сỹрелесе хăварнă, минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Ку ĕçсенче Виталий Воробьев, Алик Баклановпа Николай Краснов, Валерий Васильев механизаторсем пуçаруллă пулнă. Васильев халĕ БДТ агрегатпа çĕр хатĕрлет. Ака агрегатне хире илсе тухиччен Владимир Буранов та çак ĕçре хăйĕн хастарлăхĕпе палăрнă. Халĕ хуçалăхра тата икçĕр гектар çĕре акма хатĕрлесе çитернĕ. Çанталăк уяр тăрсан, кĕçех çак лаптăксем çинче те тракторсен сассисем çĕнĕрен кĕрлеме, тỹпери тăри юррипе пĕр кĕвĕ пĕрлешме тытăнĕç. Пĕр сăмахпа, "Восход" ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче çурхи ака-суха ĕçĕсем начар мар пыраççĕ темелле _ çĕр ĕçченĕсен тăрăшулăхĕпе хастарлăхне урăхла ниепле те хаклаймăн. Кунта тата 150 гектар урпа акса хăварасшăн. Çавăн пекех, хуратул та манăçа юлмасть _ унăн лаптăкĕ 50 гектар пулать. Пĕр çул ỹсекен курăксене те чаткассем çакăн чухлех акса хăварма шутлаççĕ. Çакна çирĕппĕнех шанма пулать: хуçалăхра кĕркунне пỹлмесем тулли пулĕç.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 мая 2007
00:00
Поделиться