Шемуршинский муниципальный округЧувашской Республики

Хурăнсем мĕншĕн йĕреççĕ?

 

 КУ ЫЙТУ çине пĕр сăмахпа татăклă хурав пама çук. Çавах та ку _ çуркуннехи чи куççуллĕ проблемăсенчен пĕри. Мĕншĕн? Хурăншăн кашни суранах _ чăтмалла мар асап. Çакна çеç шута илер: пуртăпа касса суранлатнă пĕр хурăн хăй кăна сезон вăхăтĕнче сахалтан та икçĕр литртан кая мар сĕткен çухатма пултарать. Мĕне пĕлтерет-ха çакă? Хуравĕ пĕрре: йывăç малашне хăйне ỹссе аталанма кирлĕ чухлĕ тутлăхлă тата пурăнма май паракан веществосем илсе тăма пултараймасть. Уçă суран витĕр вара ăна тĕрлĕрен чир-чĕр ертекен микроорганизмсем (кăмпасем, вируссем, бактерисем) ереççĕ, унăн вулли çĕрес хăрушлăха кăларса тăратаççĕ. Çакăн хыççăн поэтсем мухтакан, чипер хĕрпе танлаштаракан черчен йывăç ĕмĕрĕ мĕн чухлĕ тăсăлĕ-ши? Ку вара каламасăрах паллă. Çакна, тен, хăшĕсем пĕлеççĕ пулĕ-ха, теприсемшĕн вара _ икĕ айкки те тăвайкки. Ахальтен-им кашни çуркуннех çынсем хурăн шывĕшĕн амантса хăварнă йывăçсене сахал мар куратпăр. Шел пулин те, кун пек тĕслĕхсем хамăр тăрăхра та самаях тĕл пулаççĕ. Хурăн _ хăйне манерлĕ йывăç. Вăрах вăхăт ỹсет вăл, уйрăмах _ малтанхи вунă çул хушшинче. Çавна май унăн пĕлтерĕшĕ тирекрен чылай пысăкрах пулĕ çав. Хурăнăн тепĕр паха енĕ _ хĕллехи шартлама сивĕсене чăтса ирттерме пултарни, сывлăш таса мар вырăнсенче те ỹсме мехел çитерни. Çавăн пекех, хурăн _ вĕçен кайăксем, чĕр чунсем, усăллă хурт-кăпшанкăсем пуринчен те ытларах килĕштерекен йывăç: пурне те хỹтлĕх парать вăл. Çавăн пекех, вăл _ сиплĕ, халăх медицининче анлă усă куракан йывăç. Хурăнăн пĕрремĕш инкекĕ пирки маларах асăнтăмăр. Кунсăр пуçне унăн ытти инкекĕсем те пур. Милĕк хатĕрлемелле-и? Каллех хурăн айăплă. Хуçалăхра, паллах, шăпăр та сахал мар кирлĕ. Ăçтан илмелле-ха ăна? Хальхинче те халăх юратакан шурă кăтра хурăн турачĕсем аманса, çаралса юлаççĕ. Пĕлтĕр-и, ăнлантăр-и ĕнтĕ халĕ хурăнсем мĕншĕн йĕнине? Апла пулсан, шеллесчĕ вĕсене.

 



"Шăмăршă хыпарĕ"
05 мая 2007
00:00
Поделиться